Мăнкун килет Мăн çулпа
Вĕри вутлă çулăмпа.
Тĕнче çуталса килет,
Пурне те ырлăх çитет.
Çутă хĕвелĕн пичĕ
Ăшă енне çаврăнчĕ.
Кун таврăна пуçларĕ,
Ăшă куна мухтарĕ.
Чăваш йăли -йĕркисем
Çут çанталăк йĕркипе
Кĕвĕленсе пыраççĕ,
Черетленсе килеççĕ.
Калăм эрни – каялла.
Мăнкун эрни – малалла.
Кун тăршшĕпе çĕр тăршшĕ
Акă часах танлашĕ.
Мăнкун, Мăнкун, Аслă кун -
Пуриншĕн те савăк кун.
Сĕм авалхи чăвашсен
Çĕнĕ çулĕ вăл, пĕлсем.
Хĕвелĕн çутă ăшши
Çĕрĕн питне ачашлать.
Чăвашсен Çĕнĕ çулĕ
Мăнкун кунĕ пуçланать.
Мăнкуна уявласси -
Ĕлĕк-авалах пулнă.
Хĕвеле чыс тăвасси -
Кашни çын тивĕç пулнă.
Ача-пăча ир-ирех
Хĕвеле чĕнсе илме
Тантăшĕсемпе пĕрле
Ту çине чупнă тÿрех:
- Тух.тух. хĕвел, тух, хĕвел,
Кăвак пĕлĕте тух,хĕвел.
Шăнкăр уяр тух, хĕвел,
Кашни çул эсĕ çĕнел.
Аслăк çине килсе лар,
Çĕнĕ витти витсе яр,
Хĕрлĕ кĕпе тăхăнтар,
Хĕрлĕ тутăр çыхса яр.
Пылпа кулач сĕрсе пар,
Алла хĕрлĕ маття пар.
Хĕрли – сана, шурри –мана,
Ытти пурте – Мăнкуна.
Манкун сĕтелĕ тулли:
Купăстапа аш кукли.
Пур йÿçĕтнĕ пыл сăри,
Кĕленчепеле тăрри.
Варринче ларать çурта
Ваттисене асанма.
Йава, кукăль, çу, хăйма
Çи хĕретнĕ çăмарта.
Чăх çамарти - çаврака ,
Хĕвеле ас илтерет.
Сĕтел хушши –сарлака,
Пурне те вырăн çитет.
Тăвансене сăйлани -
Ыр кăмăла пĕлтерет.
Пурте пĕрле пурăнни -
Туслине çеç пĕлтерет.
Асаттесен пилĕпе,
Атте-анне ирĕкпе
Пурăнар-ха , тăвансем,
Асран кайми чăвашсем.
Савăнтарар-ха чуна,
Уявлар-ха Мăнкуна,
Сĕм авалхи уява.
Тивĕç вăл пысăк тава!
Кекен ялĕ,.Никифорова Мелания.
Комментарии 3