Ĕлĕк хурăн çырлисем
Йывăç çинче ÿснĕ тет.
Хурăнăн та вуллисем
Хăмăр тĕслĕ пулнă тет.
Акă час килсе çитнĕ
Тутар-монгол çарĕсем.
Çĕрĕн çĕр çĕмĕрĕлнĕ,
Хурлăх курнă йывăçсем
Вăрçă пуçлансассăнах
Пĕтĕм тĕнче кисреннĕ.
Йывăç çырли таранах
Тăр-тăр! туса чĕтреннĕ.
Хурăн йывăç çырлисен
Питĕнчен куççуль юхнă,
Сывă пурăнас тесен,
Хурлăхлăн вара ыйтнă:
«Ах, аннем, вăйсем пĕтрĕç,
Утлă çарсем килсе çитрĕç
Çĕр ытла чĕтрет, ÿкетпĕр,
Пĕтĕм чунтан ÿкĕтлетпĕр,
Пулăш, аннеçĕм, пире
Вилĕм килсе çитиччен.
Йывăç туратти çинчен
Ан пăрах пире çĕре.»
Хурăн йăпатса каланă:
«Ан хурланăр-ха сĕре,
Ах, пепкемсем, эп сире
Тÿсĕмлĕх пĕчĕкрен панă.
Чăтăр! Виçĕ çул тата,
Пирĕн çар çĕнтерсе килĕ.
Ун чухне çак пурнăç та
Шанăр! Илемлĕ пулĕ.
Акă часах килсе çитĕç
Ырă савăк вăхăтсем.
Манăн, çепĕç çырламсем,
Хурлăх кунĕсем пĕтĕç."
Иртнĕ теççĕ виçĕ çул,
Улшăнман пурпĕр кун-çул.
Вĕçĕ те ун курăнман,
Питĕ вăйлă-çке тăшман.
Кăлăх1 Ахалех кĕтни,
Чăтăмлăх вĕсен пĕтнĕ,
Амăшĕ лăплантарни
Пулăш пулмасăр çĕтнĕ.
Йывăçăн çимĕçĕсем
Хурлăн çĕр çине ÿкнĕ.
Монголсен салтакĕсем
Шелсĕр-мĕнсĕр çĕмĕрнĕ.
Лачăрт-лачăрт тутарса
Утнă çырла çийĕпе.
Амăш çакна курнипе
Ларнă тăрук шуралса.
Йывăç ахаль шуралмасть,
Нимсĕр нимĕн те пулмасть.
Амăш чĕри тÿсеймен,
Мăшкăл курма килĕшмен.
Хăйĕн çепĕç çырлине
Вырнаçтарнă хăй айне.
Тутлă çимĕçĕ Туррăн
Сывă юлнă çав кунне.
Хурăн çырли ак мĕншĕн
Çĕр пичĕ çинче ÿсет.
Эсĕ çакна пĕлнĕшĕн
Манăн чунăм хĕпĕртет.
Ырă çырла хырăмшăн,
Çакă сăвă ырăшăн.
Йывăç çимĕçлĕ пултăр.
Этем çемьеллĕ пултăр.
Ырă куна асăнса
Эпĕ çыртăм ку сăвва.
Пурнăр ялан савăнса,
Сыхлăр пур юратăва.
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания.
Комментарии 2