Йытăпа автан
Пĕр старикпе карчăкăн
Йытăпа автан пулнă.
Хăйсем ăсран супнăран
Апатне пама маннă.
Ир пулать те каç пулать,
Хырăм çимелли ыйтать.
Кун пек пурăнса пулмасть,
Вилсе выртма та пулать.
Пĕрре йытă ирхине
Калать çапла автана:
«Петька тăванăм, каяр,
Çимелли апат шырар.
Енлĕк тытăп вăрманта,
Пучах шырăн эс хирте.
Вăрман пуян, хир аслă,
Мĕн пурри - пурте пирте».
« Каяр, - килĕшет автан,-
Юлмастăп эпĕ санран.
Пĕр-пĕччен кунта юлсан
Вилсе выртăн выçлăхран».
Çунатне силе-силле
Ылтăн пуçлă сар автан,
Хăйĕн уçă сассипе
Кик-ки-рик-кук! авăтать.
Йыт шухăшне ырласа
Çунат çапса савăнать.
Çывăх тусне юратса
Унпа пĕрле çул тытать.
Куç курать, ура утать,
Каç та çывхарса килет.
Ăçта вĕсен каймалла?
Ни унта, ни кунталла.
Тĕттĕм çĕр сăнĕ çапать,
Малалла çул курăнмасть.
«Вырăн çук-ши çĕр каçма,
Ăçта пулсан та вара?
Вăрмана çитсе ÿксе
Çĕр каçма вырăн шырас,
Епле йывăр пулсан та
Йывăç хăвăлĕ тупас».
Мĕн калани пулатех
Юмахри ĕçсем малаш,
Йывăç хăвăлĕ умнех
Çитсе тăнă ик юлташ.
Автан йывăç тăрринче,
Йытă хăвăл ăшĕнче
Канма вырăн тупнипе
Пит савăннă чăннипе.
Часах йытăпа автан
Пит тарăн ыйха путнă.
Шыраса тупнă вырăн
Çав - тер канлĕ пек пулнă.
Шурăмпуç çитес чухне
Автан ирех вăранать.
Тараватлă пулнипе
Хăй йăлине пăрахмасть:
- Кик--ки-рик-ук! Ир пулчĕ,
Пурте часрах вăранар!
Сар хĕвелĕ йăл кулчĕ,
Ирех ĕçе тытăнар!
Автан шăршине туйса,
Чее тилĕ йăпшăнса,
Килсе çитнĕ васкаса
Апатланма шут тытса.
Хырăм выççи кастарать,
Тилĕ автана мухтать:
« Мĕнле вĕçен кайăк эс,
Камран ман ыйтса пĕлес?
Сассу питĕ уçă сан,
Тĕкÿ хаклă пурçăнтан,
Киккирикÿ ылтăнран,
Кун пеккине эп курман.
Йывăç çинчен ан çĕре,
Кайăпăр çĕнĕ çурта
Куçнине уявлама
Санпа иксĕмĕр пĕрле.
Тулă çитерĕп сана,
Ĕçĕпĕр пĕрле сăра.
Пурнăпăр юрла-юрла,
Ун чухне тин ман патра» .
Тиллĕн усал шухăшне
Автан сисрĕ малтанах.
Ун умĕнче шепленсе
Çапла каларĕ сăмах:
« Эп, Автан тус, Автан тус,
Ылтăн ука киккирик!
Çиес килсен тыт та пус,
Какай пулĕ пĕр тирĕк.
Кунта эпĕ пĕччен мар,
Манпа пĕрле йытă пур.
Хăвăлта выртать Кампур,
Курас килсен кĕрсе кур.
Каннă хыççăн çĕрĕпе
Какай çиме юратать,
Çивĕч асав шăлĕпе
Шăммине те хăвармасть».
Тилĕ чунĕ сÿ! турĕ,
Ура тупанне çитрĕ.
Ним калама пĕлмерĕ,
Тарса хăтăлас терĕ.
Йытă хăвăл ăшĕнче
Вăрттăн итлесе выртнă.
Тилĕ тарса ÿкиччен
Тытнă та çурса тăкнă.
Тус-юлташ пурри аван,
Телей çавăнтан килет.
Эп сире çакна калам,
Туслăха упрар ялан!
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Комментарии 18
Питӗ туянас килет!