Мияки тăрăхĕнчи Кекенпе Хурамал ялĕсенче пурăнакан чăвашсен умне 1896 çулхине икĕ ыйту тухса тăнă: шкул е чиркÿ. Чылай тавлашнă хыççăн кекенсем шкул суйласа илнĕ, хурамалсем - чиркӳ.
Çапла вара земство йышăнăвĕпе Кекен-Илга (ун чухне Кекен-Васильевка ялне çапла палăртнă) ялĕнче 1896 çулта халăх училищин çуртне хăпартнă. Çак ĕçре вырăнти хресченсемпе пĕрле Александр Никанорович Иванов учитель те хастарлăх кăтартнă
Шкул çурчĕ 3 пӳлĕмрен тăнă: класс, ăшă коридор тата учитель пӳлĕмĕ. Класс пӳлĕмĕнче икĕ рет парта ларнă, вĕсем 5 вырăнлă пулнă. Мал енче хура доска çакăнса тăнă. Хыçал енчи шкафра вĕрентӳ хатĕрĕсем, шкул ачисен тетрачĕсем, мел, чернил кĕленчисем упраннă. Шкул библиотекинче кĕнекесен шучĕ нумай пулман.
Шкул çурчĕсĕр пуçне тата чулран тунă лашапа ĕне витисем, утă хумалли аслăк, тарăн нӳхреп пулнă. Шкул территорине чул хӳмепе çавăрнă, ун йĕри-тавра хурăн йывăççисем лартса тухнă. Шкула чус хăмаран (тесинăран) туса хунă хапха витĕр кĕмелле пулнă. Хăй вăхăтĕнче шкул çурчĕпе килкартийĕ ялти чи лайăх çуртсем шутланнă.
Халăх шкул çуртне пысёк ăсталăхпа туни паянхи кун та пур çынна та тĕлĕнтерет. Хальхи вăхăтра та эреш стилĕпе тунă карниз:çурт çамки: чÿрече хашакисен орнаменчĕ ял çыннисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăрать.
Вăхăт хăйĕннех тăвать, халăх училищин çурчĕ те майĕпен кивелсе çитет, 1967 çулта коридор лаптăкне аслăлатса, шкула кĕмелли алăка çурçĕр енчен тунă. Кунта хăй вăхăтĕнче К.В. Иванов та вĕреннĕ, çавна шута илс чăваш халăх поэчĕ Я.Г.Ухсай Министрсен Совечĕ çумĕнчи культура пайĕн заместителĕ Е.Г.Ширяев пулăшнипе асăну хăми хатĕрленĕ, ун çине «Здесь в 1901-1902 г.г. учился К.В.Иванов - основоположник и классик чувашской литературы» тесе çыртарнă.
1972 çулхине К.В.Иванов çуралнăранпа 92 çул тултарнине чыслăн кĕтсе илсе митинг туса ирттернĕ. Митинга питĕ нумай çын пухăннă. Никифорова М.Т. доклад вуласа панă хыççăн асану хăми К.В.Иванов вĕреннĕ çурт çумĕнче вырăн тупнă.
1990 çулхине К.В.Иванов çуралнăранпа 100 çул çитнĕ тĕле шкул çуртне Уфари специалистсене чĕнсе илсе реконструкци тутарнă, çакăн хыççăн музей-çурт сăн-пичĕ тата та илемленнĕ.
Музей умĕнчи шыв колонкине йĕри-тавра пураласа беседка лартнă, ларса канма скамейка вырнаçтарнă, беседка тăрне тутăхман калайпа витнĕ, чăваш орнаменчĕпе илемлетнĕ. Ку вырăнта малтан пусă пулнă, пулас поэт тата Евгения Николаевна мăнаккăшĕ те çакăнтанах шыв ĕçнĕ пулнă, çавăнпа та питĕ сăваплă вырăн ку, аякри хăнасем шыв курки илсе шăла тивекен тăрă шывне тутанса ĕçме.
Пÿрт тăррине те тутăхман калайпа виттернĕ, фундаментне нăкăтнă, тул енчи стенине çиелтен хăмапа çапса çавăрнă та лакпа сăрланă. Музей умне асфальт сарнă.
Музей çуртне шалтан та художниксем пысăк ăсталăхпа йĕркеленĕ. Стенисене хăмапа çапса хушшине мăкланă, маччине чăваш орнаменчĕпе илемлетнĕ.
Музей виç пÿлĕмрен тăрать.
Пĕрремĕш пÿлĕмĕнче , кĕрсенех сулахай енче, ял макечĕ. Шыв хĕрринче вырнаçнă ял сăн-сăпачĕ. Чăваш халăхĕн ĕлĕкхи пурнăçне аса илтерсе тăрать.
Стена çумĕпе витринăсем. Унта Тăван çĕршывпа, ял историпе, шкул пурнăçĕпе, таврари вырăнпа çыхăннă материалсем сыхланса тăрççĕ.
К.В.Иванов 1901-1902 çулсенче вĕреннĕ пÿлĕмре хура тĕспе сăрланă пилĕк ача лармалли парта пур. Малти стена енче Майраслов художник туса хатĕрленĕ К.В. Иванов бюсчĕ. Вăл пĕтĕмпех карçинкка ăшĕнче ÿстернĕ çеçкесем ăшне путнă. Ивановсен çемйин уйрăм харпăрлăхĕнчен подноспа самовар, патефон сыхланса юлнă, вĕсене поэт йăмăкĕ Мария Васильевна музея парнеленĕ пулнă. Ваçанкка пуян хуçалăхра усă курнă кĕнеке те пур кунта. Музей çавăн пекех поэт пурнăçĕпе, ĕçĕ-хĕлĕпе çыхăннă ытти экспонатсенчен те пуян.
Сăмахран, класăн пĕр енче К.В.Ивановăн «Нарспи» поэминче мĕн-мĕн пулса иртнисене сăнласа кăтартакан чаплă стенд пур, çак стендхудожниксем илемлетсе тунă ÿкерчĕксенчен тăрать.
Виççĕмĕш пÿлмĕнче краеведсен кĕтесĕ. Ĕлĕкхи ĕç хатĕрĕсенчен кисĕп, арламалли урапа, турахуп, кĕнчеле, хултăрчă, хĕç, çурла, ал арман, ухват, турчăка, арăм йывăççи(вороба), ăса, тăпач, кĕвенте, çие çакмалли, тăхăнмалли тĕртсе тунă кĕпе-йĕм, хÿре, сурпан, сарă - тем те курма пулать кунта. Юмах тĕнчине килсе кĕнĕ пекех туятăн хăвна. Кунта мĕн чухлĕ асамлă вăй çăлкуç пек тапса тăрать!
Музыка инструменчĕсенчен – шăпăр мĕне тăрать тата! Апат пĕçермелли тата сĕт-турăх тытмалли чÿлмек, йывăç чăм (жбан), пит-куç çумалли кăмкан. Тата ăçта курма пултаратăн çак ĕлĕкхи япаласене. Паллах, музейра çеç. Эпир хăш чух шухăшлатпăр ĕлĕкхи япаласем пăрахăçа тухнă, вĕсене кăларса пăрахас пулать тетпĕр. Апла мар иккен, вĕсене çакăнта курнă хыççăн ялăн ĕлĕкхи пурнăçĕ ал тупанĕ çинчи пек тухса тăрать. Чăваш халăхĕ мĕн тери талантлă та ăста пулнине, унăн йăли-йĕркисем пуян иккенне ĕненетен, çакна здани çумĕнчи «Литературно - краеведческий музей» тесе çырни те ĕнентерет.
Пушăрт АССР Министрсен Канашĕн тата Пушкăрт АССР Культура министерствин йышăнăвĕсемпе Кекенти халăх училищин çуртне истори палăкĕ пек хаклама палăртнă, уйрăм шута илсе асăну хăми çине «Здание народного училища как архитектурный памятник конца 18 и начало 19 веков» тесе çырнă. Çапла вара Кекенти халăх училищин çурчĕ çинче виç хăма - виççĕшĕ те чыс хăми.
27.05.1990, Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Нет комментариев