Кекен ялне - 225 çул
Кекен ялĕ илемлĕ
Тăсăлса выртать таçтан.
Юбилей паян кунта
Ирттерер-ха типтерлĕ.
Кекен çулĕ пит вăрăм,
Чул выртать урам тăрăх.
Чулĕ çийĕ тумхахлă,
Тумхах çийĕ мамăклă.
Инçе çул çывăх пултăр,
Килсе курма ан манăр
Чĕнетпĕр хăнассене
Хамăр ял юбилейне.
Ял уявĕ илемлĕ
Ирттерме пĕлсен кăна
Уяв иртĕ çĕкленÿллĕ.
Хăнасем пулсан кăна.
Ыр ĕçе тăвакансем,
Ташă-юрă ăстисем.
Сăвă-юрă сасăпа
Савăнтарчĕç халăха.
Тухса тăчĕç ак ума
Акăш евĕр хĕрĕсем.
Капăр тăхăннă тумпа
Тĕлĕнтерчĕç-çке вĕсем.
Тĕрĕленĕ чĕрçитти,
Паха тĕрĕ кĕпере,
Калама та çук хитре.
Тăп тăрать хĕрсен кевти.
Акă ял выставкинче,
Асаннемĕр арчинче
Халиччен упраннине
Курма килĕр çаксене:
Çут тухья та мăй çыххи
Умăнта сан куç тулли!
Вĕсен çутă тенкисем,
Чăнкăр уçă саслисем.
Мĕн чуль унта шăрçисм,
Хĕрлисем, симĕссисем,
Саррисем, кăваккисем,
Ялтăр çутă тĕслиисем.
Пĕрчĕленĕ суйласа,
Тĕрĕленĕ алшăлли.
Çипрен тĕртнĕ паласа
Эрешленĕ кам валли.
Пир-авăрĕ тĕртекен,
Тĕрĕ-çĕвĕ пĕлекен
Ăстасем нумай ялта,
Яланах вĕсем малта.
Ăнăçать тĕрĕ ĕçĕ
Хатĕрсем пулсан кăна.
Пурăнать ял пурнăçĕ
Ăстасем пулсан кăна.
Чысласамăр ун ятне,
Упракан чăваш мулне.
Авалхи паха тупра,
Паянхи кунччен умра.
Чăваш халăх эрешĕ,
Вăтăртан ытла çĕвĕ.
Пур çĕвви те укаллă,
Кашни тĕрри çыруллă.
Чун тĕрри – турă парни,
Шурă акăш пек вĕçни.
Тĕррĕсем – ĕмĕр сасси,
Малалла та пуласси.
Çут çанталăк илемĕ
Тĕрĕре-çке палăрать.
Хĕвел пек çутă тĕрĕ
Кашнинех-çке çупăрлать.
Чăваш халăх искусстви,
Темиçе пин çул йĕрри,
Пуян та нумай енлĕ,
Çавăнпа та пит кирлĕ.
Хĕрĕх яхăн тĕсĕпе
Ăс-хакăл пуянлăхпе
Вăл пире килентерет,
Питĕ те тĕлĕнтерет,
Кекен ялĕ, Никифорова Мелания
Комментарии 3