Предыдущая публикация
Эп шанмастӑп эсӗ ҫуккине.
Кун пекки пулма пултараймасть,
Ку хуйха никам та чӑтаймасть.
Вӗри вутра ман чунӑм ҫунать.
Тӗнче те маншӑн тӗксӗмленчӗ,
Чӗре те вутланса кӗлленчӗ.
Хӑҫан та пулсассӑн килӗн-ха,
Анчах та эп пулмӑп ун чухне,
Пулас ҫук тӗл пулма пӗр-пӗрне.
15.08.2022, Кекен ялӗ, Никифорова Мелания.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев