Предыдущая публикация
Сан сассуна каллех илтни -
Ман чунӑм чӑн та чӗрӗлни.
Сасартăках телей ҫитни ,
Шӑпам хӗвел пек хӗрелни.
Пӗртен-пӗр хаклӑ , тӑван сас :
Телей пӗрчи кашни сӑмахӗ.
Сана хӑҫан-ши ҫупӑрлас ,
Сӑмах хуҫин таса ахахӗ ?
Эп сансӑр - пушӑ уҫлӑхра ,
Пӑч тӗттӗм манӑн кашни кун.
Эпир ҫӳренӗ улăхра ,
Ҫаплах ӳсет чечеклӗ чун.
Пире пӗрле пулма чӗнсе
Вӗсем халь тилмĕрсе ыйтаҫҫӗ.
Мӑн кӑмӑлна хуллен ҫӗнсе ,
Манпах эс тепĕр хут атяччӗ.
Эп пулӑп саншӑн ҫурхи ҫил ,
Эс манӑн - ҫутӑ ҫуркунне .
Сана мӗн кирлӗ - веҫех ил ,
Мана кирли - куҫу ҫунни .
Телейпеле куллу тулни ,
Сассун шӑнкӑравӗ янрани ,
Манпа ялан пӗрле пулни ,
Ҫырла татса ҫиме пани .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8