Предыдущая публикация
Мускав - ҫӗршывӑн тӗп хули :
Паян - юратупа телейӗн .
Савнин июллӗ сар кулли ,
ВДНХа хӗвелӗ тейӗн .
Фонтанӑн ылтӑн майрисем ,
Пире сӑнаҫҫӗ те чӗнеҫҫӗ .
Шывла выляҫҫӗ кайрисем ,
Умра - хӗвел ҫинче ӗнеҫҫӗ .
Гранит кӑшӑл ҫине ларса ,
Эпӗ илемлӗхе сӑнатӑп .
Союз пикисене савса ,
Чунра ҫуралчӗ ҫӗн соната .
Тавах совет ҫыннисене ,
Алпа ҫуратнӑ ҫак тӗнчешӗн.
Пиншер куҫпа халь вӗсене ,
Савса та мухтаса тӗпчеҫҫӗ .
Хитре Мускав ҫулла-хӗлле -
Ҫумри савни те питӗ капӑр .
ВДНХ - пӗр мӑн вӗлле ,
Эпир те унпала утатпӑр .
Мускав - ҫӗршывӑн тӗп хули :
Паян - юратупа телейӗн .
Илем, хаваслӑх чӑп тулли :
Савни те - ҫумри турӑ тейӗн .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 2