Предыдущая публикация
Эс юратнӑ чечек пахчара -
Тӗрлӗ тӗслӗ хитре лилисем .
Пӗрле пулма пире тем чарать :
Эп кӗтетӗп - тархасшăн , килсем .
Лилисем , лилисем - савни пек ,
Пит илемлӗ куллийӗ вӗсен .
Калаҫса хускалаҫҫӗ сан пек -
Пит аван чечек чунне кӗрсен .
Эп сире ҫупӑрлап юратса ,
Тав туса шӑварап кунсерен .
Вӗсен ҫутӑ куҫҫульне курса ,
Хамӑнне те шӑлап ирсерен .
Лилисем , лилисем , лилисем -
Пахча тулли пӗчик савнисем .
Килейместӗн пулсан - ан килсем :
Пӗрлех пулӗҫ ҫавах чӗресем .
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 10