Предыдущая публикация
Ан пайлӑр ним те пурнӑҫра -
Пурне те тахçанах валеҫнӗ .
Умра та яланах, хыҫра -
Кунҫулӑма Туррийӗ виҫнӗ .
Ан тупӑшӑр шӑпамӑрпа -
Ӑна эсир ҫавах ҫӗнеймӗр .
Килсе каятпӑр парӑмпа -
Каҫартӑрах пире Аннемӗр .
Ӑмсанни те хӑртать кӑна -
Ыр-усала ялан каҫарӑр .
Эпир - савсах кӗтнӗ хӑна ,
Анчах та ҫул ҫине пуҫтарӑр .
Пуянлӑх мар кирлӗ унта -
Чунсен ҫап-ҫутӑ асамачӗ .
Ҫак тӗнчене ырӑ сун та -
Сыв пултӑр Туррӑн хушамачĕ !
Ан пайлӑр ним те пурнăçра -
Пурне те тахçанах валеҫнӗ .
Тӗнче Хуҫипе курнӑҫсан ,
Кая юлассине пӗлесчӗ .
ТӲПЕ ЮРККИ
--
Отправлено из Быстрого блокнота
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 5