Предыдущая публикация
Ман пӗтӗм ҫакӑ ҫутӑ тӗнчене ,
Чӑвашла ҫеҫ калаҫтарас килет !
Тӗнчен пулсан та тӗрлӗ кӗнчеле -
Чӑваш юрри кӑна чуна тивет.
Ҫак сасӑра - ҫынсен чунри илемӗ ,
Чӑваш шӑпин кунсеренхи куҫҫульӗ .
Ламран лама куҫайнӑ ҫепӗҫ ҫемӗ ,
Ӗмӗрсенчи телейӗпе асапӗн ҫулӗ .
Чуна хӗссе тӑван юрӑ юхать -
Ҫак сас нихҫан та ан ҫухалтӑр !
Чӑвашшӑнах хӗвелӗ те тухать ,
Тӳпе те хатӗрленӗ ҫӑлтӑр-алтӑр .
Ман ҫавӑнпа та ҫакӑ тӗнчене ,
Хам чӗлхепе калаҫтарас килет .
Ҫӳрет ҫӳлте хӑй Турӑ пӗчченех ,
Вӑл та пулин чӑваш чӗлхи пӗлет.
Ҫӑлсамччӗ , Пӳлӗхҫӗ ,чӑвашӑн чӗлхине ,
Саманапа ҫынсен тусанӗнчен !
Чӑвашсене , тархасшăн, хӗрхенех -
Ан ирӗлтер йӑхсен хуранĕнче !
ТӲПЕ ЮРККИ
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8