Ах ӑҫта васкатӑн ҫулӑм эс ,тӑхта
Вӑй пур чух тумалли ĕҫĕмсем пĕтмен- ха
Урасем утнӑ чух савӑнсах
Сан пирки вуҫех манса каям- ха.
Ан васка ватлӑх шутне кĕртме
Эп ун ҫинчен халĕ пĕртте шутламастӑп
Ан авӑт куккук, ан шутла ҫула
Пурпĕрех ватлӑха парӑнмастӑп.
Юр юрлатӑп чунра савӑк чух
Ташлама тӑрсан та саккӑрла ҫапатӑп
Шӳт тума ларсассӑн тепĕр чух
Сан ҫинчен мансах ахӑлтататӑп.
Ан кĕртсем мана ватлӑх ҫулне
Сӑнӑмпа та ватӑлма халех тӑхтатӑп
Пĕвĕмпе те халь те яштака туяп
Кам пĕлет, тен хама ҫеҫ лӑплантаратӑп.
Пурпĕр килĕшместĕп.Ман ҫумран хӑпсам
Ватӑлма ман халĕ вӑхӑчĕ ҫукрах
Чарӑнма май пур тӑк, тӑхтасам
Ман кун- ҫулӑн вĕҫĕ аякрах.
Вӑхӑчĕ шӑвтӑрччĕ- пит вӑрах
Ĕмĕр каҫалӑкĕ пултӑр вӑрӑмрах
Ватлӑх ҫывхартӑрччĕ пит вӑрах
Пулаймӑпӑр тек ҫамрӑк- татах.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 20