ҫитсе тӑратӑп ӳснӗ кил умне
шаккас тесе эп аллӑма ҫӗклетӗп
шаккасан та хирӗҫ тухмасть анне.
кил- картийӗм йӑлт курӑкпа хупланнӑ.
алӑкта хупӑ , ҫакнӑ ав ҫӑра
халччен хунӑ ҫӗрте уҫҫийӗ ҫуккӑ
пӗлместӗп - ҫкӗ уҫҫийӗ- ши камра.?
анне пур чух, савӑнса кӑшкӑраттӑм.
аннем эп ҫитрӗм, хирӗҫ тух тесе
куҫӗнчи куҫҫульне пытараймастчӗ.
чӗтревлӗн ҫупӑрлатчӗ хӑй ҫумне.
сӗре телейлӗн ун чухне туяттӑм
анне ӑшши ҫапнӑран ӳтӗме
паян ак хирӗҫ никам та тухмарӗ
аннем сансӑр пит пушӑ, килӗмре.
эс пур чухне , кӑмака та вӗриччӗ.
вучах сӳнме памасчӗ хӗлхемне.
эпир килнӗ ҫӗре , сан веҫех хатӗр
сӗтел тулли пулнӑ ӗҫме- ҫиме.
килеймен чух, эсӗ кӗтнӗ, пӗлетӗп
шӑлна ҫыртнӑ куҫҫулӗ тухасран
хаклӑ аннеҫӗм каҫару ыйтатӑп
эс пур чухне, килме вӑхӑт тупайманран..
мӗнле килсе кӗтӗм, ҫавӑн пекех каятӑп
никам сулмасть алне, ман хыҫӑмран.
масар тӗлне ҫитсен, пуҫа пӗкетӗп.
аннем мана тархасшӑн, Каҫарсам.
Аннем санран эп каҫару ыйтатӑп.............
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев