калас теттӗм чун пушаниччен
Ак умра эс, чӗлхем ман такӑнчӗ
чӗнеймесӗр тӑтӑм темӗнччен.
ҫук ӗлӗкхи мар эс, йӑлт ылмашнӑ
сӑну та туйнать йӑлт урӑхла
эсӗ марччӗ- и мана юратнӑ
эпӗ марччӗ- и савнӑ сана.
сукмаксем умра , пӗрпек чупатчӗҫ.
чӗресем тапатчӗҫ юратса
нихӑҫан санпа уйрӑлас марччӗ
теттӗм эп ҫӳлти Турра шанса.
сисеймерӗм, кам- ши ура хучӗ
кам таптарӗ шелсӗр туйӑма
кам сӑмахне эс чӑна- ши хутӑн
ҫӑмӑл терӗн пуль хӑвна манма.
пурнӑҫу сан та ӑнмарӗ темшӗн
ман та вӑл пылпа ҫӑвах пулман
пӗр-пӗринсӗр халь те тунсӑхлан тӑк
эппин эсӗ те мана манман.
вӑхӑтӗнче айӑпна туйманшӑн
халь тинех ан ыйтчӗ- каҫару.
пурнӑҫра юнашар пулайманшӑн
ан кала ҫук тесе, юрату.
ӗмӗр пурпӗр, тепӗр хут килеймӗ
пулни- иртни ҫеҫ пурнать чунра
эс ан чӗн, эп те ним те каламӑп.
шӑппӑн ҫеҫ тӑрар- ха, пӗр кана.
шухӑшра санпа халь те эп варлӑ
иртнӗ вӑхӑт хӑйӗннех тӑвать
тӑнлавсем те кур- ха кӑвакарнӑ
чунра ҫеҫ иртми суран пурнать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 12