Хӗвел уявӗн кунӗ-ҫке Питрав
Хӗвел уявӗн кунӗ-ҫке Питрав,
Епле вылять ирех вӑл - курӑр, ав!
Куккук пырне урпа пучахӗ ларӗ-ҫке,
Текех сассийӗ савӑнтармӗ-ҫке.
Кун кӗр енне каять-мӗн ҫаврӑнса,
Ҫакна эпир тӑратпӑр чухласа.
Хӗрсем яваҫҫӗ пуҫ кӑшӑлӗсем
Уявчченех. Ӗлккен тумтирӗсем.
Вӑййа тухать яш-кӗрӗм лапама,
Хавас сасси хускатмӗ-ши кама?
Асамлӑ ҫепӗҫ ҫемӗ янӑрать,
Уяв карти чуна савӑнтарать.
Епле хитре чӑваш пикийӗсем,
Кӗрнеклӗ те маттур каччийӗсем.
Ӗнер каҫран паян ирччен ҫапла
Юхаҫҫӗ юрӑсем чӑн чӑвашла.
Текех вара вӑййа пачах тухман,
Ӗҫ-пуҫ пуҫланнӑ. Вӑхӑт та пулман.
Паян уяв! Уяв пек пулмалла!
Утти те типнӗ. Халӗ - канмалла.
Чӑвашӑн хатӗр милӗк паяна,
Хӑвармӗ ҫак ӗҫе вӑл ырана.
Епле хӑмла сӑрисӗр вӑл уяв?
Кӑпӑклӑскер, ытла та техӗм ҫав.
Кил-ҫурт тасалнӑ. Ҫап-ҫутах урам,
Хӑна-вӗрлесӗр те юлмасть никам.
Така шӳрпийӗ ыррӑн кӑтӑклать,
Ҫырла кукли кӗҫех пиҫсе тухать.
Кил-ҫурт туллийӗ кӗреке шавлать,
Чӑн-чӑн Питрав уявӗ пуҫланать.
Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 15
Питрав кунӗ ир- ирех
Хӗвел туать выляса.
Ҫавӑнпа Питрав кунне
Хӗвел кунӗ тенӗ, ырласа.
Петӗрпе Павӑл ҫветтуйсене
Асӑнар ҫурта ҫутса...
Петӗрпе Павӑл ятлисене
Саламлар ырӑ сунса!
Пирӗн ӗҫчен чӑвашсем
Ешӗл курӑкне ҫулса
Питрав кунӗ ҫитиччен
Кӗнӗ утине пухса.
Итлесе ватӑсене,
Йӑлана тытса пырса,
Аслӑ Питрав ҫитиччен
Хунӑ милӗкне хуҫса.
Тирпейленӗ кил- ҫуртне
Тасатнӑ кил- картине.
Вӗретсе сар сӑрине
Йыхрав янӑ тӑванне.
Ҫак кун виҫ ҫӑлкуҫӗнчен
Килнӗ таса шыв ӑсса.
Илнӗ Питрав сиплӗхне
Ҫӗр сӗткенпе ҫӑвӑнса.
Така пусса шӳрпине
Ҫинӗ ял- йышсемпеле.
Хуран кукли пӗҫерсе
Сӑйланнӑ пускилпеле.
Тӑнӑ пулас мӑшӑрсем
Ҫак кун чиркӳ венчетне.
Ырӑ Питравӑн кунне
Тупнӑ ҫемье телейне.
Яшсемпе хӗрупраҫсем
Тухнӑ вӑйӑ картине.
Кӑвайт чӗртсе ҫамрӑксем
Ӑсатнӑ уяв каҫне.
Питрав кунӗ ҫитнине
Паллӑ тӑвар ял - йышсем!
Хӑварса ӗҫ- пуҫсене
Утар вӑйӑ картине!
12.07.2022ҫ.
Алёна Игнатьева