Юратӑва хӗвре пытарӑп-ҫке тесеттӗм те - пулмарӗ,
Ҫут кӳлӗ тӗпӗнче улталаса хӑварӑттӑм - юлмарӗ,
Вӗҫтерӗттӗм тесе шутларӑм шухӑ ҫилпеле - хӑпмарӗ.
Тен, питӗрсе илем-ши чӑлана ҫӑраҫҫипе? Ӑнмарӗ.
Ҫумран тем пек тартас тесе вӑрҫса та пӑхрӑм - ӑнланмарӗ.
Пӗрех хамран ниҫта каймарӗ, чӗремрен яту тухмарӗ.
29. 07. 2024. Мая Салампи
Ан чуп ту эс унпа юратусӑр
Юратмасӑр мӗн-ма чуп тӑватӑн?
Ан васка. Кирлӗ мар. Тӑхтасам.
Мӗншӗн эсӗ хӑвна улталатӑн?
Чӗрӳне хушма ҫук. Ӑнлансам.
Куҫ хупсан тепринех асилетӗн,
Унпалах эсӗ ҫак самантра.
Манаймастӑн ӑна - хӑв пӗлетӗн,
Телее тупма ҫук урӑхра.
Ӳстереймӗн ҫеҫке юратусӑр,
Ӑшӑнайман пӗрех - ан шутла.
Ан чуп ту эс унпа юратусӑр,
Ан вакла эс хӑвна ҫурмалла.
30. 07. 2024. Мая Салампи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 33
Эп ҫыракан сӑмахсем Сирӗн ҫав тери пысӑк шайри пултарулӑха хаклаймаҫҫе, Эсир Ҫӗнӗ Ҫӑлтӑр Чӑваш поэзи хирӗнче, Вӑйлӑ, ӳсӗмлӗ, ҫӗнтерӳллӗ, асӑмлӑ- Малалла та Ҫапла ПултӑрЮратап Сирӗн пултаруллӑха, тата Сирӗн илемлӗ Ҫемйене, Тата ҫав тери хитре Пахчана
Мана пурте хавхалантарать- Сирӗн Вӑйлӑ Поэзи уйӗ, Сирӗн Юратуллӑ Ҫемье, Сирӗн Юрату пахчи, саче те. Ҫапла сар- и, туссем?