Предыдущая публикация
Республикӑра онкологи чирӗсене палӑртасси ӳснӗ. 2019 ҫулта 453 хӗрарӑмӑнне кӑкӑр ракне тупса палӑртнӑ пулсан 2023 ҫулта – 553. Паллах, чире маларах палӑртсан сиплев ӑнӑҫлӑ иртес шанӑҫ пысӑкрах.
2024 ҫулӑн малтанхи ултӑ уйӑхӗнче Республикӑри клиника онкологи диспансерӗн куҫса ҫӳрекен маммографӗсем 122 вырӑна ҫитнӗ, республикӑри 8 муниципалитет округӗнчи 3851 хӗрарӑма тӗрӗсленӗ. 8 хӗрарӑмӑн усал шыҫӑ палӑрнӑ.
Ҫак кунсенче куҫса ҫӳрекен маммограф Сӗнтӗрвӑрри тӑрӑхӗнче ӗҫлет. Тӗрӗсленес тесен ФАП фельдшерӗ е пӗтӗмӗшле практика тухтӑрӗ патӗнче ҫырӑнмалла.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев