💢Çĕнĕ çул уявлама 11 кун канăпăр Кану кунĕсем кăçалхи раштав уйăхĕн 29-мĕшĕнчен пуçласа çитес çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕччен тăсăлĕç. Кун пирки РФ Ĕçлев тата социаллă хÿтлĕх министрĕ пĕлтернĕ. Тăван çĕршыв хÿтĕлевçин тата Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕсенче икшер кун кантарĕç. Çавăн пекех çак кунсенче кантарма йышăннă: 🔖Çу уйăхĕн 1-4 🔖Çу уйăхĕн 8-9 🔖Çĕртме уйăхĕн 12-15 🔖Чÿк уйăхĕн 2-4 🔖2025 çулхи раштавăн 31-мĕшĕнчен пуçласа 2026 çулхи кăрлачăн 8-мĕшĕччен.
    0 комментариев
    1 класс
    «Çывăх çынсене мана чăвашла вĕрентме пĕрре мар ыйтрăм. Яланах вĕсем: «Кайран, кайран», — тетчĕç. Килте хам тĕллĕн чăвашла калаçрăм. Машинăра ларса пынă чухне чăваш юррисене итлесе ăнланма пуçларăм. Туссенчен чăваш сăмахĕсене вырăсларан куçарма ыйтаттăм, астуса юлаттăм. Ерипен предложенисем йĕркелеме хăнăхрăм. Хам та сисмерĕм, чăвашла калаçса кайрăм», - аса илет Алена Смирнова. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (25.07.2024)
    0 комментариев
    3 класса
    Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнчи Суетновсем 5 ĕне, 1 вăкăр тата 5 пăру усраççĕ. Чĕрĕ тавара сĕт пуçтаракана та параççĕ, ял-йыша та сутаççĕ. «Упăшка выльăх-чĕрлĕхе хăех пăхать. Эпĕ вара пулăшу кирлĕ чухне яланах çумра», — пĕлтерчĕ арăмĕ Татьяна Николаевна. Суетновсем пĕрремĕш ĕнене 3 çул каялла хăйсем валли тесе туяннă. Çав çулах Владимир Александрович хăй тĕллĕн ĕçлекен пек регистрациленнĕ. Сăмах май, ку нумай ачаллă çемьешĕн патшалăхран тивĕçнĕ пĕрремĕш пулăшу кăна мар. Суетновсем «Çамрăк çемье» программăпа усă курса ялта çурт туяннă. «Патшалăх пулăшăвне тивĕçсен эпир яла куçса кайма шухăшларăмăр. Пирĕн вăтам ачан сывлăхĕ хавшакрах. Килте туса илнĕ апат-çимĕç çав-çавах усăллă. Çитменнине тата ун чухне пандеми пуçланнăччĕ. Ĕçсĕр юлас мар тесе эпир хамăр районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра çул тытрăмăр. Мăшăр вăл вăхăтра вахта мелĕпе Мускава çӳретчĕ. Пире центрта соцконтракт çырма сĕнчĕç. Мăшăр шухăшларĕ те: «Атя, тытăнса пăхар», — терĕ. Эпĕ ăна çак ĕçре хавхалантарса кăна тăтăм», — пĕлтерчĕ Татьяна Николаевна. Тĕплĕнрех – «Çамрăксен хаçатĕнче» (25.07.2024)
    0 комментариев
    2 класса
    Ятарлă çар операцийĕ пуçлансан Русланăн юлташĕсем пĕрин хыççăн тепри унта хăйсен ирĕкĕпе кайма тытăннă. Хальччен Руслан Николаев çарта пулса курман. 18 çул тултарсан хĕр пĕрчийĕ ытла пĕчĕк пулнăран салтака илес вăхăта тăснă. Каярах тата урăх сăлтавсем тупăннă. Руслан та юлташĕсемпе пĕрле контракт çырса пăхнă. Дронсемпе ĕçлеме пĕлнĕрен оператор тивĕçне лайăх ăнланнă вăл. Çав енĕпе каясшăн пулнă — ăна тӳрех илмен. Вара вăл Шупашкарти Раççейри ĕненӳшĕн асап курса вилнĕ çĕнĕ çветтуйсен чиркĕвне повара ĕçе вырнаçнă. Анчах хăй ирĕкĕпе СВОна каяс ĕмĕтне пăрахăçламан. Андрей контракт çырса тухса кайсан тепре çар комиссариатне çул тытнă. Ку хутĕнче те ăна илсе кайман. Виççĕмĕшĕнче çеç, 2024 çулхи çу уйăхĕнче, арçыннăн ыйтăвне тивĕçтернĕ. Хăй ĕçлекен чиркӳри çынсем ăна çывăх тăванне ăсатнă пекех ăсатнă. Çветтуй Георгий турăшне, унсăр пуçне Кăшарни шывне парса янă. Тĕплĕнрех - "Çамрăксен хаçатĕнче" (25.07.2024)
    0 комментариев
    5 классов
    "Çамрăксен хаçачĕн" çĕнĕ номерĕнче: ✏ Алена СМИРНОВА: Çывăх çынсене мана чăвашла вĕрентме пĕрре мар ыйтрăм. ✏ Тĕлĕкре Николай Угодник килсе: «Руслан, хуçăлса ӳкме кирлĕ мар, малашлăха пăх», — тесе калани арçынна пурнăç çине урăхла пăхма хистенĕ. ✏ Улатăр округĕнчи Стемас ялĕнчи Суетновсен çемйинче сыр юратса çиеççĕ. Ăна вĕсем хăйсемех хатĕрлеççĕ. ✏ Валентина Михайловна Даун ачана епле аталантармалли пирки интернетра тăтăшах информаци шыранă. Ытти ачасем епле ӳснине пĕлес килнĕ унăн. ✏ ...Врачсем тухса кайсанах хĕрарăмсем кравать айĕнчен курткисене кăлараççĕ те килелле шăлтараççĕ.
    0 комментариев
    1 класс
    💢Трактор в зону СВО передали Герою России Евгению Борисову жители Ядринского округа Также в состав гумгруза вошли антитепловизные одеяла, нательное белье для бойцов, лекарства.  Глава Ядринского округа Станислав Трофимов, курирующий отправку, выразил особую благодарность Александру Матвееву и Юрию Шлепневу.
    0 комментариев
    3 класса
    "Хыпар" Издательство çурчĕн юрисконсультне Нина Егоровăна çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! 🌹🌹🌹 Ĕмĕтленни пурнăçлансах пытăр! Сывлăх яланах çирĕп пултăр! Çĕр çинче мĕн ырри пур, пĕтĕмпех сунатпăр! Палăртнă тĕллевсене пурнăçлама, ĕçре çитĕнÿ тума хавхалану тупăнсах пытăр!
    0 комментариев
    5 классов
    "Ял пурнăçĕ" хаçат дизайнерне Галина Михайловăна çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Пурнăçăн кашни саманчĕпе савăнма ырлăх-сывлăх, хавхалану, юрату, ĕçре ăнăçу сунатпăр! Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлансах пытăр! 💐
    0 комментариев
    2 класса
    "Хыпар" Издательство çурчĕн система администраторне Евгений Макарова çуралнă кун ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр! Çирĕп сывлăх, иксĕлми телей, ĕçре ăнăçу, пĕтĕмпех чи ыррине сунатпăр! Мĕн ĕмĕтленни пурнăçлансах пытăр.🎉🎉🎉
    0 комментариев
    4 класса
    "Хыпар" Издательство ҫурчӗн юристне Анастасия Тимофеевӑна ҫуралнӑ кун ячӗпе чун-чӗререн саламлатпӑр. 🎂 Ҫирӗп сывлӑх, иксӗлми телей, ӗҫре ӑнӑҫу, ҫемьере килӗшӳ сунатпӑр. 🌹🌹🌹
    0 комментариев
    6 классов
  • Класс
  • Класс
Показать ещё