Пĕлтĕр çакнашкал тĕлпулу Муркаш округĕнче иртнĕччĕ, кăçал Сĕнтĕрвăрри тăрăхĕнчи «Шурă чулсем» физкультурăпа сывлăха çирĕплетмелли центр хăнасене кĕтсе илчĕ.
Çак йышра 65 çул пĕрле пурăнакан Николайпа Анастасия Отмаховсем пулчĕç. Николай Федорович — Тăван çĕршывăн Аслă вăрçин ветеранĕ. ЧР Пуçлăхĕ Олег Николаев ( https://t.me/oanikolaev/6108 ) сумлă мăшăра «Юратупа шанчăклăхшăн» орденпа чысларĕ.
«Кашни çемье пуласлăха шанчăкпа тинкертĕр, патшалăх пулăшăвне туйтăр. Ача сачĕсем, шкулсем, искусство шкулĕсем, библиотекăсем çĕнелеççĕ. Вĕсем ача тавра курăмне аталантараççĕ, сывă ÿсме май параççĕ», —
терĕ Олег Алексеевич.
«Ача амăшĕ-героиня» хисеплĕ ята Çĕмĕрле хулинче пурăнакан Марина Сайбель тата Çĕнĕ Шупашкарта çемье çавăрнă Лариса Павлова тивĕçрĕç. Марина Васильевна упăшкипе 11 ача ÿстерет, Лариса Леонидовнăн — 10 ача.
Амăшĕн мухтавĕн «Анне» паллине Шăмăршă тăрăхĕнче пурăнакан Татьяна Матвеева тивĕçрĕ. Вăл — 7 ача амăшĕ.
Ольга КАЛИТОВА сăн ÿкерчĕкĕсем
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев