«Пехет» агромаркет уçас ыйтупа тунтикунхи канашлура вице-премьер — ял хуçалăх министрĕ Сергей Артамонов сăмах илнĕ. Вăл Шупашкарти «Каскад» суту-илӳ комплексĕн цоколь хутĕнче вырнаçмалла. Унта юсав ĕçĕсем ирттерме (вĕсене 5 уйăхра пурнăçласшăн), оборудованипе тивĕçтерме 157 миллиона яхăн тенкĕ кирлĕ пулать. 54 пин тăваткал метрпа танлашакан лаптăкра 107 суту-илӳ вырăнĕ пулмалла, вĕсене фермерсем, хамăр патра туса кăларнă, çитĕнтернĕ ĕçме-çимепе сутă тăвакансем йышăнĕç. Посредниксем хушша кĕменни хаксем ытла ӳссе каясран сыхланма май парас шанăç пур.
Сергей Геннадьевич «Каскадăн» аял енче общество транспорчĕн чарăнăвĕ çукки пирки каланӑ — унта чарăну тума май пур пек... Олег Николаев та хула администрацине ку ыйтăва тишкерме сĕннĕ — татса памалла.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев