Паян ҫуллахи "Хавал" университетӑн 1-мӗш кунӗ иртрӗ. Асӑрхарӑр-и, кӑҫалтан "Хавал" лагерь мар – университет. Кунта ҫичӗ факультет ӗҫлет. Вӗсене Эдуард Фомин, Александр (Алпарух) Блинов, Александр (Айтар) Степанов, Владимир Хрущев, Элтияр Александров, Ксюша (Чувишенка) Кошелева, Николай (Аҫтахар) Плотников ертсе пыраҫҫӗ.
✔️"Хавал" университета тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем хутшӑнаҫҫӗ: чи кӗҫӗнни – Григорьевсен кӑкӑр ачи – Хӗвел, чи асли – 67 ҫулти Селиме Кошелева. Пурӗ – 90 яхӑн хутшӑнакан, ертӳҫӗсемпе тата вӗрентекенсемпе пӗрле – 120 ҫынна яхӑн.
"Ҫын шучӗ, ытти ҫулсемпе танлаштарсан, хальхинче тата ытларах", – теҫҫӗ йӗркелӳҫӗсем.
Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Сӑмах май, Костя та хӑйӗн ывӑлӗсене "Хавала" илсе килнӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев