Зинаида Васильевна 1949-мӗш ҫулхи ҫурла уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Еншик ялӗнче ҫуралнӑ. Ялти шкулта 8 класс пӗтерсен Вӑрнарти сельхозтехникумра "аграном" профессине вӗренсе тухса Зинаида Васильевна Патӑръелӗнче ӳсен-тӑрансене сыхлакан станцинче виҫӗ ҫул вӑй хурать.
Ҫирӗмвиҫӗ ҫула ҫитсен маттур та хастар хӗр, Еншик каччипе Козлов Василий Петровичпа иккӗн пӗр сӑмахра пулса ҫемье ҫавӑраҫҫӗ.
Зинаида Васильевна "Герой" колхозра , кайран "Заря"колхозра бухгалтер пулса мӗн канӑва тухиченех ӗҫленӗ. Мӑшӑрӗ те ялти колхозра "звеньевой", "бригадир" пулсӑ вӑй хунӑ.
Василий Петровичпа Зинаида Васильевна 4 ача ҫуратса ура ҫине тӑратнӑ. Тӑватӑ хӗрӗ те ҫемье ҫавӑрса хӑйсен ҫемьисемпе пурӑнаҫҫӗ . Раяпа Таня хӗрӗ медицинӑра вӑй хураҫҫӗ, Ира Шупашкарта организацинче аслӑ бухгалтерта вӑй хурать, кӗҫӗн хӗрӗ Наташа, строительства фирминче хут енӗпе ӗҫлет .
Зинаида Васильевнапа Василий Петрович Паянхи кун шӑкӑл-шӑкӑл пурӑнаҫҫӗ , вӗсене пилӗк мӑнукӗ яла килсе савӑнтараҫҫӗ.
Паянхи кун Зинаида Васильевнӑна саламлама пӗтӗм ҫывӑх тӑванӗсем пухӑнчӗҫ ырлӑх-сывлӑх, вӑрӑм кун-ҫул, тулли телей сунчӗҫ.
~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~~
Первоисточник культорганизатор Краснова Е.Н.
Комментарии 27