Ҫӗртме уйӗхӗн 7-мӗшӗнче Патӑръел районӗнчи Еншик ялӗнче ҫуралса ӳснӗ, паянхи кун та ҫак ялта пурӑнакан Пётр Васильевич Пыркин 70 ҫулхи юбилейне паллӑ турӗ.
Пётр Васильевич 1954 мӗш ҫулта нумай ачаллӑ ҫемьере кун ҫути курнӑ. Патӑръелӗнчи 1 –мёш шкулта вӗренсе тухнӑ хыҫҫӑн Шупашкар хулинчи строитель техникумне ҫул тытнӑ. 1972-1974 ҫулсенче ҫар службине Германи Демократи Республикинче ирттернӗ. Алла строитель специальноҫне илсен, тӑван районти селхозтехникӑра мастер – строитель профессипе ӗҫлет.
1976 мӗш ҫулта ял хӗрӗпе, Ольга Александровнапа ҫемье ҫавӑраҫҫӗ. Икӗ ывӑл та, пӗр хӗр ҫуратса, вӗрентсе кӑларса, пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӑратнӑ. Халь вӗсем пурте тӑван килтен тухса кайса урӑх хуласенче тӗпленнӗ. Аслӑ ывӑлӗ, Олег, пурнӑҫне ҫар ӗҫӗпе ҫыхантарса, Санкт Петербург хулинче тӗпленчӗ. Хӗрӗ, Татьяна, Шупашкарти Чӑваш педагогика университетӗнче вӗренсе тухса тӗп хулара вӑй хурать. Кӗҫӗн ывӑлӗ, Андрей, МВД структуринче вӑй хурать. Паянхи кун юбиляр 6 мӑнукпа савӑнса пурӑнать.
Петр Васильевич- — 70 ҫулхи юбилейпе чун-чӗререн саламлатпӑр. Юман пек ҫирӗп сывлӑх, ҫӑлкуҫ пек тапса тӑракан вӑй-хал сунатпӑр. Хастарлӑху нихӑҫан та ан иксӗлтӗр, ӗмер сукмакӗ такӑр та вӑрӑм пултӑр.
Петр Васильевич Сире ҫуралнӑ кунпа, сумлӑ юбилей саламлама васкатӑп! Ҫирӗп сывлӑх, телейӗ, пурнӑҫра нумай савӑнӑҫ, ӗмӗр-ӗмӗр савӑнса пурӑнма сунатӑп. Сирӗн пурте ӑнӑҫлӑ та килӗшӳллӗ пулса пытӑр, пурнӑҫра ҫутӑ сӑрӑпа тата лайӑх кӑмӑл-туйӑмпа тултӑр. Кашни кун савӑнӑҫлӑ кулӑпа, хаваслӑ кулӑпа тата илӗртӳллӗ шухӑш-кӑмӑлтан пуҫлантӑр!
Комментарии 27