Предыдущая публикация
1.Хура куçлă, хура куçлă
Кĕçĕр тĕттĕм каç
Ман чĕрем пĕр саншăн уçă
Эс манпа калаç
Эс калаç сана эп итлĕп
Шуçăм тухиччен
Вăтăр пиллĕке эп çитнĕ
Сансăрах пĕччен
2.Сансăр кашни ир вăраннă
Шухăш сан çинчен
Эп сана ялан шыранă
Шаннă эс пĕччен
Эпĕ шаннă эп ĕненнĕ
Эп суйман хăмăш
Шурă çĕмĕртĕн сиренĕн
Тухрăн ман ума
3.Эпĕ эп вара ăнлантăм
Эсĕ ку эсех
Пур хĕрсен ятне те мантăм
Мантăм çийĕнчех
Çавăнпа чĕрем ман уçă
Эс манпа калаç
Хура куçлă, хура куçлă
Кĕçĕр тĕттĕм каç
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 7