Предыдущая публикация
(Музыки Юрий Ельмовăн сăвви Леонид Волковăн)
1.Илĕртеҫҫĕ йăлтăр-ҫăлтăрсем
Илĕртеҫҫĕ вăйăри яшсем
Эпĕ тупрăм чун савнине
Сар хĕвел пек саррине
Хушса юрламалли:
Мана кирлĕ эсĕ юратни
Мана кирлĕ эсĕ йăл кулни
Алран ал тытса, куҫран куҫ пăхса
Пурнăҫ тăрăх иксĕмĕр утни
2.Хĕрлĕ кăвак шурă чечексем
Куҫăмран савса пăхаҫ вĕсем
Эп ҫӳрерĕм чун савнипе
Сар чечек пек саррипе
3.Пурнăҫ ҫулĕ Эх, такăр мар
Улăх тăрăх утасси ҫеҫ мар
Мана лайăх чун савнипе
Сар кайăк пек саррипе
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 9