Паян Тутарстан Республикинчи Элкел районĕнчи Сиктĕрме-Хусанкай ялĕнче чӑвашсен «Уявӗ» иртрӗ.
Пирӗн округран уява округ пуҫлӑхӗн ҫумне Алина Смирновӑна, "Елчӗк ен" хаҫатӑн тӗп редакторне Елена Петровӑна, пичет ӗҫӗн ветеранне Анатолий Тимофеев журналиста пӗрлештерекен делегаци хутшӑнчӗ.
Уява Тутарстанри, Чӑваш Енри фольклор ушкӑнӗсем те килсе ҫитрӗҫ. Елчӗкрен Сиктӗрмере «Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ», «Раççей Федерацийĕн культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ Геннадий Борисов ертсе пыракан Патреккел халӑх хорӗ, Тӳскелти "Шуҫӑм", "Тускил" ансамбльсем пулчӗҫ.
Сиктӗрме чӑваш халӑх поэтне Петӗр Хусанкая ҫитӗнтернӗ. Культура уявне асӑннӑ ялта ирттересси шӑпах ҫавӑнпа ҫыхӑннӑ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев