Пурнӑҫне тата сывлӑхне хӗрхенмесӗр ҫӗршывӑн чысӗпе никама пӑхӑнманлӑхӗшӗн ҫирӗп тӑраҫҫӗ вӗсем. Халӑх пĕрле пулса çĕнтерĕве çывхартассишӗн тӑрӑшать - вӑл хатӗрлекен гуманитари пулăшăвĕпе хастарсем (волонтёрсем) салтаксем патӗнче час-час пулаҫҫӗ. Хӗрӳ вырӑнсенче пулнӑ май вӗсем те пурнӑҫӗпе сывлӑхне пысӑк хӑрушлӑха кӗртсе ӳкереҫҫӗ.
Ҫак кунсенче хастар волонтёрсенчен пӗрне - Юрий Кузнецова Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн Тав ҫырӑвӗпе чысланӑ. Елчӗк округӗн пуçлăхĕ Леонард Левый Юрий Анатольевича ҫак наградӑпа ӑшшӑн саламланӑ, пархатарлӑ ӗҫӗшӗн тав тунӑ.
Паян округран салтаксем патне черетлӗ гуманитари пулӑшӑвӗ ӑсатрӗҫ. Леонард Васильевич черетлӗ хут ҫула тухакан ушкӑна тав тунӑ май телейлӗ ҫул суннӑ, пулӑшу аллине тӑсакан халӑха пысӑк тав сӑмахӗ каланӑ.
Малашне те пӗрлӗхре пулар, ҫапла пулсан ҪӖНТЕРӲ нумай кӗттермӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев