Çимĕк... Паян нумай чăваш ялĕсенче Çимĕк иртет💖
Тӗрлӗ ҫӗрте унӑн йӑли-йӗркин уйрӑмлӑхӗсем те нумай. Кашни ялта вӗсем пур....
Ҫимӗк — ҫуллахи сиплӗ вӑхӑтри таса уявсенчен пӗри, ваттисене асӑнмалли кун.
Уяв ячӗ «ҫиме» тенинчен тухнӑ. Ҫимӗкре вилнисене пӗрле апатланма, ӗҫме-ҫиме чӗнеҫҫӗ, масар ҫине кайса ӑсатаҫҫӗ. Ҫимӗкчен ача-пӑчан ҫичӗ тӗслӗ кӗпҫе ҫимелле, ҫичӗ хут шыва кӗмелле, ҫичӗ пусарлӑх чӗп курмалла. Ҫимӗкре яш-кӗрӗм вӑрмана кайса турат касса килнӗ.
Ҫимӗк — кил-йышпа, ратнепе ирттерекен йӑла. Вӑхӑчӗ — кӗҫнерни кун, Мӑн кун хыҫҫӑн ҫичӗ эрнерен (ҫураки тӑсӑлса кайсан каяраха та хӑварнӑ).
Ҫимӗк йӗрки
Ҫимӗке чӑвашсем Мункун иртсен ҫичӗ эрнерен, кӗҫнерни кун, тӑватчӗҫ. Ҫимӗк кун ирхине, тул ҫутлачченех, хӗрсем вӑрмана кайса темиҫе тӗрлӗ курӑк татса килетчӗҫ те мулча хутатчӗҫ, татса пуҫтарнӑ курӑка чукунпа пӗҫеретчӗҫ, мулчара вара ҫав шывпа ҫӑвӑнатчӗҫ, пӑртак ӗҫетчӗҫ. Ҫимӗк мунчине кӗме тул ҫутӑлсанах тӑратса илсе каятчӗҫ, унта пире курӑк шывӗпе ҫӑватчӗҫ, ӗҫме те паратчӗҫ. Мунчаран тухсан пурте шур пиртен ҫӗленӗ ҫӗнӗ кӗпесем тӑхӑнаттӑмӑр.
Кӑнтӑрла ҫитсен вилнисене хыватчӗҫ. Вӗсене Мункун чухнехи пекех хыватчӗҫ, алӑк патне ҫурта анчах лартмастчӗҫ. Хӗвел каҫ еннелле сулӑнсан вилнисене асӑнма ҫӑва (масар) ҫине каятчӗҫ.
Килте асӑнни
Малтанхи икерчӗ пиҫсе тухсан ӑна алӑк умӗнчи сак ҫине хурса ак ҫапла калаҫҫӗ:
Эй, ваттисем! Эпир паян сире асӑнатпӑр, эсир пире ҫиленнӗ пулсан каҫарса ҫак пӗлӗме ҫисе ярӑр.
Асатте, асанне, пил ту, атте, анне, пил ту. Пӗр турам пӗр ҫӑк пултӑр. Сӗт кӳл ҫинче пул, мамӑк минтер ҫинче пул!
Унтан тата кӑшт тӑрсан витрене сӑра ярса икерчӗ тураҫҫӗ те урама пӗр кӗтесе тухса тӑкаҫҫӗ. Ҫав тӑкнине пӗр-пӗр йытӑ пырса ҫисен пире ваттисем хапӑл илсе ҫисе ячӗҫ теҫҫӗ. Тата ҫырмана, вилнисене тӑхӑнма тесе, пӗр-пӗр кивӗ кӗпе пӑрахаҫҫӗ.
- Эй, ватӑ ҫынсем, эсир пире ан пӑрахӑр, эпир асӑннине хапӑл илӗр, эсир кайнӑ ҫӗре никам та каймасӑр юлмасть, — теҫҫӗ.
Ҫапла кӗлтусан ҫиме пуҫлаҫҫӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев