Предыдущая публикация
САЛАМ, ХӖВЕЛ!
Салам сана, сап-сар Хӗвел!
Эс кун ҫути, эс ыр-тӗкел!
Тавралӑха илем кӳрен,
Хӑватупа тӗлӗнтерен.
Салам сана, ҫап-ҫут Хӗвел!
Санпа вӑйланӗ ман мехел.
Санпа ҫӗн кун ҫунат хушать,
Ырра шанма чӗре хушать.
Салам сана, хитре Хӗвел!
Санпа илемлӗ ман тӗпел.
Пӗрле тӗнче те ҫутӑрах,
Ҫу кунӗсем те савӑкрах.
Салам сана, хӗрӳ Хӗвел!
Нихҫан та эс ан тӗксӗмлен!
Ҫутат ҫӗре шевлӳпеле,
Пӗрле пуласчӗ ирпеле.
Алина Николаева-Ӳнерпи
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 1