Тӑванлӑх юрри
Тӑван курки, тав курки,
Сӗтел тавра ҫаврӑнать.
Кӑпӑклӑ та пыл сӑри
Ӗҫсен пуҫа ҫавӑрать.
Тӑвансемӗр, пӗрле чух
Савӑнайса юрлар-и.
Ӗмӗр иккӗ килес ҫук,
Килӗштерсе пурнар-и.
Тӑван сӑйӗ мӗн тери,
Сӗтел ури авӑнать.
Ай-хай, тӑван кӗреки
Пӗр ҫӗрелле пуҫтарать.
Кӗрекере пӗрле чух
Ӗҫер-и те ҫиер-и.
Сиртен хаклӑ ҫынсем ҫук,
Шӑкӑл-шӑкӑл пуплер-и.
Тӑван кӑмӑль, ыр кӑмӑл,
Ытла ыррӑн туйӑнать.
Ҫапла пӗрле пурнӑпӑр,
Тӑван тӑвалла туртать.
Тӑвансемӗр, сывӑ чух
Ялан пӗрле пулар-и.
Сиртен ырӑ ҫынсем ҫук,
Тӑванлӑха упрар-и.
Тӑван курки, ҫул курки,
Хапха умне ӑсатать.
Пӗрле чухне савӑнни
Ӗмӗр асӑнма юлать.
Тӑвансемӗр, пӗрле чух
Савӑнайса юрлар-и.
Ӗмӗр иккӗ килес ҫук,
Килӗштерсе пурнар-и.
Алина Петрова.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев