Кун ҫинчен ҫакӑн пек кӑсӑклӑ халап тупса вуларӑм:
Ӗлӗкхи хурӑн ҫырлисем ҫӗр ҫинче мар, чӑнласах та хурӑн ҫинче ӳснӗ. Хурӑн вулли те ун чухне хальхи пек мар, сип-симӗс, пилешӗнни пекех пулнӑ.
Ҫавӑн чухне ӗнтӗ чӑваш ҫӗрӗ ҫине тискер тутарсем килсе кӗнӗ. Питӗ нумайӑн пулнӑ вӗсем, шутласа та тухма йывӑр пулнӑ вӗсен шутне. Пин-пин тутар ут утланса иртсе пынӑ чухне ҫӗр чӗтренӗ, ҫӗр ахлатса тӑма тытӑннӑ. Ҫавна пула вара хурӑн ҫырлисем те тураттисем ҫинче чӗтреме тытӑннӑ. Тутарсен йышӗ вара пӗрре те чакман, вӗсем чӑваш ҫӗрне таптаса малалла та малалла иртнӗ.
— Ах, аннеҫӗмӗр, вӑйсем пӗтрӗҫ, ҫӗр ытла чӗтрет, ӳкетпӗр! — куҫҫулӗпех йӗме тытӑннӑ хурӑн ҫырлисем.
— Ах, пепкемсем, нимӗнле те пулӑшма пултараймастӑп ҫав халӗ сире, — хурланса каланӑ хурӑн. — Епле пулсан та чӑтӑр ӗнтӗ. Тӳсӗр хамӑрӑннисем киличчен. Акӑ, часах килсе ҫитеҫҫӗ вӗсем...
Ҫапла пӗр кун, икӗ кун, виҫӗ кун иртнӗ. Тутар ҫарӗсем вӗҫе-вӗҫӗн ҫаплипех Пӳлер еннелле иртнӗ те иртнӗ, иртнӗ те иртнӗ.
— Ах, аннеҫӗмӗр, тӳсейместпӗр, тискер тӑшмансен вӗҫӗ-хӗрри те ҫук. Вӗсем ҫаплипех ҫӗре чӗтреҫҫӗ. Ӳкетпӗр! — ӗсӗклесе йӗнӗ хурӑн ҫырлисем.
Хурӑн хӑйӗн ачисене ҫемҫе тураттисемпе аялтан тӗке-тӗке пулӑшма тӑрӑшнӑ. Анчах ку та кӑлӑхах пулнӑ. Ҫӗр вара тӑшманӑн вӗҫӗ-хӗррисӗр ҫарӗ пынине чӑтаймасӑр чӗтренӗ те чӗтренӗ. Юлашкинчен хайхи хурӑн ҫырлисем тӳсеймен, татӑла-татӑла тутар учӗсен ури айне ӳксе лачӑртатма тытӑннӑ. Пӗр ҫырли те туратти ҫинче юлман.
Ҫак ҫырласен амӑшӗ, хурӑн, питӗ куляннипе вара пӗр кун хушшинче шап-шурӑ шуралса ларнӑ. Хӑйӗн ҫырлисене те вара тураттисем ҫинче мар, хӑй айӗнче курӑк хушшинче ӳстерме тытӑннӑ. Анчах вӗсем таптакан курӑк ҫинче пулнипе ӗлӗкхи пек мар, вӗтӗ ҫырла пулса ӳсеҫҫӗ.
Владислав Кириллов.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 20
Я уже тут 51 год живу скоро язык чувашский забуду.А не хочется.Ваталса пына май Пит илтес килет чаваш самахсене,юррисене,сависене.А сказку первый раз слышу.Помню в детстве про Нарспи и Сентиер читали.Я любила библиотеку ходить.