Предыдущая публикация
ИРПЕ
Кайӑксен юррипе
Вӑранатӑп ирпе
Чӳрече яриех уҫӑран.
Тӗпсӗр кӳлӗ пекех
Инҫетри ҫӳл тӳпе
Калама ҫук пулас шӑрӑхран.
Авӑтать хаваспах
Уҫӑ савӑк саспа
Паҫӑрах ывӑнми сар автан.
Тӳпери хӗвеле
Ҫывӑрмашкӑн ҫӗрле
Ирӗк патӑн канма, тав тӑвар.
Илӗртет чӳрече,
Ун енче — ҫӗн тӗнче.
Яриех кӑмӑлтан уҫса яр!
Алина Николаева.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 4