Чăваш халăхĕ хастар, Вăл нихçан та халсăр мар Унăн алли чапрас мар, Пур ĕçре те вăл патвар.
Кăткă пек питĕ ĕçчен, Ун çинчен тĕнче пĕлет. Ĕç тесен вилсех каять, Пур ĕçе те пултарать.
Хăрах ури сăпкара, Тепĕр ури акара. Хĕвелтен ир вăранать, Малалла тапаçланать.
Пур-ха пирĕн хушăра Чăваш камне пĕлменсем. Пулкалаççĕ таврара Чăваш пĕтет текенсем.
Чăваша маннă чăваш - Çухалнă пуртă аври, Пуринчен те чи кайри, Пулмĕ ун çутă малаш. Пухăнтăмăр Канаша Ыйтусем сÿтсе явма. Кашни чăваш хăй патша Пуçларăмăр тавлашма:
- Пирĕн ăна тумалла, - Сирĕн кăна тумалла, - Чăваш халăх пĕтĕ-шим? - Çĕр çинчен çухалĕ-шим?
Ман çакна калас килет: Чăваш ятне çĕклесси, Ху чĕлхÿне упрасси - Пурте хамăртан килет.
Эпир, чăваш çыннисем, Çирĕп юман йăхĕнчен. Пирĕн çутă ĕмĕтсем Пурнăçланччăр ĕмĕрччен!
Шутлă кунсем пĕтмесĕр Чăваш ĕмри вĕçленмест. Юман типсе çитмесĕр Çĕр çинче чăваш пĕтмест.
Чăваш ятне ан çĕртĕр, Мухтанăр ун ячĕпе. Кашни чăваш пуплетĕр Хăйĕн тăван чĕлхипе.
Комментарии 9