Чăвашăм, сан чаплă ят
Акă мĕнле пуçватмăш:
Ăçтан пулнă-ши чăваш ?
Пĕлĕт çинчен аннă-ши?
Çĕр айĕнчен тухнă-ши?
Ун пекки хальччен пулман,
Никам та кăна курман.
Тĕлĕнтермĕш эс, чăваш!
Эс таçта та пурăнан.
Халăхра çÿрет халап
Чăваша туни çинчен.
Халĕ çакна итлесем,
Юмах калама пуçлам:
-Турă чăваша тусан,
Хăй çухалса кайнă тет.
Нимĕнле ят парайман,
Хăйне хăй ят патăр тет.
Турă чăваша курсан,
Виç талăк макарнă тет.
Хăйĕнпе тан пуласран,
Çав тери хăранă тет.
Аслă турă куçĕнчен
Куççуль шыв пек юхнă тет.
Çĕр пичĕн путăкĕсем
Шывпа тулса ларнă тет.
Тинĕссем, океансем,
Çырмасем, юханшывсем
Шавласа юхма пуçланă,
Çĕр çинче пурнăç пуçланнă.
Чăваша туман пулсан,
Куççулĕ те юхмĕччĕ.
Куççулĕ юхман пулсан,
Çĕр çинче шыв пулмĕччĕ.
Мĕнле пулнă, çапла пулнă,
Çпла пулмалла пулнă.
Шывран пурнăç пуçланнă,
Шыв турри - чăваш пулнă.
Кун-çулĕ йывăр пулнă,
Пин çул ятсăр пурăннă.
Пурпĕр утнă малалла,
Иртни юлнă каялла.
Чун каниччен ĕçленĕ,
Çепĕç юрă юрланă.
Тĕрĕллĕ тум тăхăннă,
Çын куç умне курăннă.
Нимĕçсемпе мадьярсене,
Пăлхарсемпе вырăссене,
Арабсемпе венгерсене
Тĕлĕнтернĕ чăвашсем.
Арабсен писателĕ,
Ибн Фадлан тĕпчевçĕ
Чăваш сăмахĕсене
Хут çине çырса илнĕ.
Шыв ашшĕне палласа
Чăвашсене пуçласа
«Суваз» тесе ят панă,
Çакăнтан пăр тапраннă.
"Су" тесе шыва каланă,
Шыв ашшĕ - чăваш турри.
Пурнăç пурри - шыв пурри,
Çавăнпа ăна пуç çапнă,
Атăлçи пăлхарĕсем
Чăвашсем пурăнакан
Пĕр пысăк хула ятне
Сувар тесе каланă.
Тахçан ĕлĕк авалах
Шыв туррине асăнса
Атăл шывĕн юппине
Сура тесе ят панă.
Пушкăртсем ахальтен мар
Чăваша «сыуас» теçсĕ.
Çармăссем пире «суас»,
Çемçетсе «çуаç» теççĕ.
Хамăра хамăр ят панă,
«Эп – чăваш!» - тесе каланă.
Вырăссем хирĕçлемеççĕ,
«Эппин эс чуваш» - теççĕ.
Пурнăçра чи кирли – шыв,
Вăл ан пĕттĕр тĕнчере.
Чăвашăм, сан чаплă ят
Яту юлтăр ĕмĕре.
Кекен ялĕ, Никифророва Мелания
Нет комментариев