Сăвăлла юмах
Тĕнче епле пулнă-ши?
Вăл мĕнрен пуçланнă-ши?
Тупсăмне ман тупасчĕ,
Камран ыйтса пĕлесчĕ.
Чим-ха, манăн асанне
Юмах калама ăста.
Эп васкам-ха ун патне,
Камран ыйтам-ха тата.
Ватă çынпа калаçни –
Ÿркенмесĕр ăс пухни.
Пĕлни пĕлĕм çитерĕ,
Пĕлмен çын тăмсай пулĕ.
-Тĕнче тытамĕ çинчен
Мĕн пĕлетĕн, асанне?
Каласа парсам мана,-
Васкататăп эп ăна.
Сăмах ăсти хай пуçлать,
Юплĕ çулпа чуптарать.
Тем те пĕр пĕлни çинчен
Юмахне ярать ирччен.
- Ларсам, мăнукăм, çумах,
Итлессÿ килсен юмах.
Тĕнче пуçланнă чухне
Эс те, эп те çук чухне
Этемрен те маларах
Чи пирвай пулнă сăмах.
Çавăн пек пулнă самант,
Сăмахра пулнă хăват.
Тĕлĕнтермĕш сăмаха
Турă ăсĕпе тунă.
Пĕрремĕш сăмах вара
Турă ячĕпе пулнă.
Сăмах çуралнă чухне
Пĕтĕм тĕнче кисреннĕ.
Чун кĕрсен сăмах ăшне
Тĕттĕмлĕх те сирĕлнĕ.
Пур сăмахран чи вăйли-
Пуринчен чи малтанхи.
Çав сăмаха ĕненни –
Тур умĕнче пуç çапни.
Сăмахăн вăй-хăвачĕ
Ак мĕнле ĕçсем тунă:
Çутă пулать тенипех,
Тĕттĕмлĕхе çĕнтернĕ.
Тÿпери Хĕвел кулли,
Калатпăр, тĕнче кулли.
Ун çути тĕнче тытать.
Пурăнма пурнăç парать.
Асатте шăналăкне,
Вĕçсĕр сывлăш уçлăхне,
Хĕвелпе уйăх патне
Пин-пин шăрçа сапалать.
Сăмахпа каланипех
Пĕлĕтпе çĕр уйрăлать.
Çĕрĕн чăмăрĕ çинче
Шывсемпе тип çĕр пулать.
Çĕрелле пăхатăн та-
Хура çĕр умра выртать.
Çÿлелле кармашан та-
Кăвак тÿпе курăнать.
Çĕр çинче - ÿсентăран,
Пĕлĕтре – вĕçен кайăк,
Тинĕсре пулă ишет,
Ĕрчесе тĕнче кĕрлет.
Пур чĕрĕ чунран вăйли
Тĕнчере Этем пулать.
Унăн ăс-тăнне валли
Турă Сăмахне парать.
Пĕлсе усă курсассăн,
Самах – пысăк асамлăх.
Сăмах ăсти пулсассăн,
Çакă вăл сан пуянлăх.
Самахсем нумай тĕнчен:
Ыррисем, усаллисем.
Мĕншĕн çавăн пек вĕсем,
Çак вăл килет çыннинчен.
Сăмах вăл - чи хăватли,
Пур япаларан хакли.
Хыпса çăтма - çăмах мар,
Татса илме - чечек мар.
Пултаратăн вĕлерме
Ирсĕр усал сăмахпа.
Пулăшатăн вăй илме
Ырă ашă сăмахпа.
Ăшă самах ăшăтать,
Ăша кĕрсе вырнаçать.
Сивĕ сăмах сивĕтет,
Чĕрене пырса тивет.
Тĕнче епле пулнă-ши?
Вăл мĕнле пуçланнă-ши?
Тупсăмĕ çак юмахра:
Тĕнче вăйĕ – сăмахра!
Кекен ялĕ, Ниифорова Мелания
Комментарии 3