Вăхăт – асамлă хăват
Виçĕ вăхăт пунăçра:
Иртни, хальхи, пуласси.
Хăшĕ саншăн чи кирли -
Суйласа ил ху вара.
Иртнĕ ĕмĕр иртетех,
Ним парса та чарма çук.
Иртсе кайсан ахматек,
Иртнĕ кунăн çути çук.
Иртнĕ кунсем чĕрĕлмĕç,
Иртнĕ куншăн ан ÿкĕн.
Иртнĕ асап хăратмасть,
Курас асап хăратать.
Хальхи – хапха умĕнче
Санăн куçу умĕнче.
Хальхи вăхăт – паянхи,
Вăл пурнăçра чи пахи.
Иртнĕ вăхăт иртнине
Хальхи вăхăт та иртет.
Хальхи вăхăтпа пурăн,
Тепре ăна кураймăн.
Халь пурнан пурнăçăнта
Тĕнче ырлăхпе савăн.
Сав,юрат, çемье çавăр.
Мĕн кирлĕ сана тата.
Телейпе çирĕп сывлăх,
Вăрăм ĕмĕр, пуянлăх,
Ырă кăмăл, çут ĕмĕт -
Пурте хăвăнтан килет.
Паян тумалли ĕçе
Ырана хăвармасан,
Пурне те пурнăçласан,
Сан ĕмрÿ ахаль иртмен.
Эс паян пур, ыран çук,
Ĕмĕр иккĕ килес çук.
Вăхăт анчах вилĕмсĕр,
Унăн çулĕ вĕçĕмсĕр.
Пулассине кам пĕлет?
Пулассине Тур пĕлет.
Пулассинчен иртме çук,
Пулассине сирме çук.
Вăхăт иртет – кун юлать,
Ĕмĕр иртни çав пулать.
Вăхăт хăйĕннех тăвать,
Вăхăт - асамлă хăват.
Пулни пулнипе пĕттĕр,
Курни курнипе ирттĕр.
Пурнăç пурпĕрех хитре,
Çаврăнать пулсан хивре.
Кекен ялĕ,Никифорова Мелания
Комментарии 5