Хӑш пӗр чухне "чашӑк-кашӑка" шӑкӑртаттарса илетпӗр те вара мӗн пулассин тупсӑмне тупаймасӑрах каятпӑр вара ҫухалса. Пӗри унталла, тепри кунталла.Ҫемье арканчӗ те. Ҫак сӑвӑри пек ан пултӑрччӗ ,тусӑмсем.! Пурне те ҫемьере пӗр чӗлхе тупма сӗнетӗп. Турӑ пире каҫарать, эпир те каҫарар, ҫемьепе пӗрлех пулар.
САНСӐР ҫеҫ, ҫумри кичем
Вӑй илсе пырать куллен.
Тунсӑхпа тулать чӗрем
Эс ӑҫта тусӑм, ҫӳрен?
Ҫук, туятӑп-ши? Умрах.
Чун сисет-юнашарах.
Тупаймасӑр тӳрӗ ҫул
Ҫӗтсе ҫӳрен нумай ҫул.
Пырса тухсан пӗр тӗле
Куртӑн эс пӗр инкене,
Ним тума аптран енне
Кӗрсе юлтӑн ун килне.
Чиперук-ши сан Ленук,
-Ҫавра ҫил е юланут?
Чӗри ҫу пек пулас ҫук,
Пулсан чеен ҫаврас ҫук.
Сарӑмсӑр хуйха пула
Тиврӗ пирӗн тӗл пулма,
Палламан пекки туса
Кайса тӑтӑн аякка.
Нумай ҫул пӗрле пулса
Ача-пӑча ҫуратса,
Паллаяс ҫук пӗр-пӗрне-
Вӑт ҫапла вӑл - ют инке.
Шӑпа айӑплӑ? Ӑҫта,
Хамӑрта сӑлтав кунта!
Тӗрӗс, шанчӑк- ҫемьере,
Тӳсӗм-ӳсӗм, веҫ пӗрле!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 9
Спасибо дорогая Мариночка.