И. Филиппова- Агель Ригель, Ю. С. Семендер) сӑвӑсен пуххинчен йӗркеленӗ кӗнеке презентацийӗ пулса иртрӗ. Мӗн тери ырӑ та таса туйӑмсемпе шӑрҫаланнӑ сӑвӑсене вуласа пачӗҫ сӑвӑ авторӗсем.Уйрӑмах интернетри тусӑмпа,пӗрремӗш хут тӗл пулса Мая Салампипе, ӑшӑ туйӑмлӑ Чӑваш пикипе калаҫни ӗмӗрлех асӑмра юлчӗ.
Паллӑ та пултаруллӑ ҫыравҫӑсен Ҫеҫпӗл Мишшин сӑнарӗпе , сассипе янӑраса тӑрать чунӑмра ҫак кун.
Ҫакӑнтан ҫуралчӗҫ манӑн сӑвӑ йӗркисем те.
ТӖЛӖНМЕЛЛЕ ҫӑтмаха кӗрсе вырнаҫрӑм.
Унта веҫех-шанчӑк, ачалӑх, юрату.
Ҫак тӗнчере чӳхенсе чуна лӑпкарӑм
Мӗн тери асамлӑ ҫыравҫӑн ҫыхӑну.
Урӑхла тӗнче, вӗҫӗ хӗрри ҫук тейӗн.
Сӑнарлӑ сӑмах ҫаврӑнӑш пит меллӗн
Кӗрсе вырнаҫрӗ -чӗрӗллӗх мӑнаҫлӑн
Кӑмӑл, савӑнӑҫ хӑйне хӑй тӗллӗн.
Мӗн ачаран сан ятна шырарӑм, тупрӑм-
Эсӗ ман Ҫеҫпӗлӗм, эсӗ ман юлташ.
Ахалтен мар ӗнтӗ, сан ятна сӑнарӑм
Эсӗ ман тӑванӑм, эсӗ ман ентеш.
Куҫ умӗнчех , эп сана курман, туятӑп
Илтетӗп,чӑваш ачийӗн сассине.
Сӳнмен ҫӑлтӑр ҫине пӑхса килленетӗп
Салама яратӑп Ҫеҫпӗл Мишшине.
Тӑрӑхри тавралӑх та хӑюллӑн , ассӑн
Мухтанса сывлать Касаккасси Шӗкӗр.
Тапать чӗре ,тухса тарассӑн пек хыттӑн
Йӗрӳпе утатӑп, ман ӗмӗтӗм ҫиттӗр.
Ҫырӑр, мухтанӑр, Чӑвашӑн ятне ҫӗклӗр
Эпир камсем? Ҫеҫпӗлӗн ҫывӑх ачисем!
Кашни чунра пултӑр сӑвӑҫӑн тымарӗ!
Чӑвашлӑх Чӑвашсем ,ӗрчетӗр -хунавсем!
Шанӑҫпи-Натали. 02.07.24.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 18