Эпĕ те çавăн пек çынсен шутĕнче... Хамăн тăван çĕршыва кăшкăрса çÿремесĕр юрататăп. Хам юратăва ĕçпе çирĕплететĕп... Чăвашла сăвăсем, калавсем, интервьюсем çыратăп... Ирина ШИНЖАЕВА юрăç та илемлĕ те ĕçчен, сăпайлă та тараватлă Чăваш çĕршывне манран тата ыттисенчен пĕрре те кая мар юратать. Çак чунлă та черчен ЮРАТУ пире çак юрра хайлама пулăшрĕ те... Кĕввине чăвашлатаканĕ Константин Рязанов. Сире мĕн пур ăш пиллĕхпе телей çеç сунса Альбина ЮРАТУ.
Уверена, что каждый уважающий себя умный чуваш любит свой родной язык, свою культуру и свою малую РОДИНУ. Именно к таким патриотам мы относим себя: я, Альбина Юрату, певица Ирина Шинжаева и певец Константин Рязанов... Для таких, как мы, патриотов, вот эта чудесная песня про нашу любимую родную ЧУВАШИЮ.
ЧĂВАШ ЕН
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Чăваш Ен чĕнет сире!
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Шупашкар кĕтет сире !
Ман çĕршывăм пит хитре,
Çĕр çинче пĕртен-пĕрре!
Хĕвелпе куçне уçать,
Юратса çĕн кун пуçлать.
Пуç таять тăвансене
Ыр сунса çак тĕнчене!
Ай, паха чăвашăн çĕрĕ,
Сар хĕрсем тĕрлеççĕ тĕрĕ,
Халăхăм кĕрнек, ĕçчен...
Вăйă картине тухаççĕ,
Кĕрешеççĕ, ăмăртаççĕ –
Акатуй кĕрлет ирччен...
Ăслă эс, вăйлă эс!
Эсĕ манăн, Чăваш Ен!
Хÿхем эс, капăр эс!
Эпĕ санăн, Чăваш Ен!
Хушса юрламалли:
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Ыр çынсемĕр, хăнана...
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Килĕр, килĕр, килĕр, килĕр,
Хапăл çĕн тус-тăвана...
Анлă Атăл хумĕнче
Вылянать шевле - ĕнче.
Вăл чĕнет хăнасене
Ялкăшса кĕрекене.
Чунлăхпа чăваш пуян,
Юрă вĕçĕ ян та ян!
Ăслă эс, вăйлă эс!
Эсĕ манăн, Чăваш Ен!
Хÿхем эс, капăр эс!
Эпĕ санăн, Чăваш Ен!
Чăваш Ен – телей çăлкуçĕ,
Тĕнчене мăн çул вăл уçĕ.
Туслăх кĕперне хывать.
Йыхрава хавассăн илĕр,
Хăнана, туссемĕр, килĕр!
Курăр пирĕн çĕршыва!
Вăл хывать телей кĕперĕ,
Чăн, маттур ун ывăл-хĕрĕ.
Тĕнчене ыр кун сунать....
Пурăнтăр чĕлхи ун ĕмĕр,
Хăнана, туссемĕр, килĕр!
Туслăх хĕмĕ ăшăтать...
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 8