Предыдущая публикация
🏵🏵🏵ÇЫРАНСĂР МАНĂН ЮРАТУ
(моя любовь без берегов)
Çырансăр вутлă туйăмсем,
Тупаймăн эс вĕçне-хĕрне.
Чупаççĕ сан патна вĕсем,
Кĕресшĕн вăйлă чĕрÿне.
Çырансăр шухă ĕмĕтсем,
Шыв пек юхаççĕ малалла.
Кăпăкланаççĕ хумĕсем,
Шав тĕл пуласшăн санпала.
Çырансăр ăссăр шухăшсем,
Çунатсăрах вĕçеç çÿле.
Чăрмантарамĕç пĕлĕтсем,
Тумлам пулса укĕç кÿлле.
Çырансăр манăн юрату,
Тултарчĕ аслă тĕнчене.
Кăварланать вĕри туту,
Ан сÿнтерсем чун кăвайтне.
11.08.2024.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев