Ҫак ҫутӑ тӗнчере, самани ылмашӑнса пынӑ май, ҫынсен шухӑш - кӑмӑлне те ҫавӑн пек танлаштарма пулать... Ӗлӗкхи, иртсе кайнӑ ӗмӗре илсессӗн вара, пачах урӑхла пулса тухать. Ун чухне ҫынсем - пӗр ҫемьери пек пурӑннӑ:йывӑр вӑхӑтра пӗр - пӗрне пулӑшса пынӑ тата ытти те. Халь вара... кашни ҫын хӑйӗн мулӗпе чапа тухасшӑн... Сывлӑхне упрамасӑр, чаплӑран та чаплӑ керменсем лартма тӑрӑшаҫҫӗ. Хӑнана каяс пулсан та, килӗнче кӗтсе илмест, кафере тата вуҫех урӑх ҫӗрте ирттерме тӑрӑшать. Василий Васильевич! Ҫакӑн пек сӑвӑсен пуххинче анчах туйса илетпӗр, чӑвашсен ӗмӗрхи йӑла-йӗркине... Тавтапуҫ!
Комментарии 41
Питӗ хитре сӑвӑ... Каллех ачалӑха, тӑван яла илсе ҫитереҫҫӗ сӑвӑ йӗркисем !!!
Каплансах килеҫҫӗ ӑшӑ асаилӳсем !!! Ял ҫыннин
кашни япалан хӑйӗн вӑхӑчӗ пулнӑ - ҫке !!!
Сухалама , акма , вырма !!! Мӑнтӑр кӗрпе
тинех вӑхӑчӗ тупӑннӑ
тинех савӑнма , пӗр - пӗрин патне хӑнана ҫӳреме , канма!!!
Сӑвӑ ҫак вӑхӑтсене мӗнле хитрен уҫса кӑтартать, чунсене ачашлать. Куҫ умӗнчех кӑпӑклӑ сӑри , тулли кӗреки , четвӗрчӗ те сӗтел ҫинче... Унсӑрах пулман ӗнтӗ... Аташма вара вӑхӑт пулман. Пӳрт тулли ача - пӑча , картиш тулли выльӑх - чӗрлӗх !!! Чӑваш ҫынни ӗҫпе пиҫӗхсе пурӑннӑ!!!
Тӑван килсен -- пӗтӗм чун хавалӗпе ҫӗкленсе
хӑналанӑ , тӑраниччен
калаҫнӑ... Юрри те
шӑраннӑ :
,, Лар тӑванӑм юнашар, иккӗн ларса калаҫар...,,
Тавтапуҫ яланхи пекех
сире, Василий Васильевич , ырӑ та ҫутӑ асаилӳсемшӗн !!!
Мӗн ҫитет пурнӑҫра пӗр - пӗрне хисеплесе пурӑннине !!!