Предыдущая публикация
©
Василий Шихранов.
Çиле хирĕç тăвалла
Çăмăл мар утма.
Эх, ĕшентĕм пулмалла...
-Тен, ларас канма?
Хам шăпан кутамккине
Салатса пăхас.
Пуррине çерем çине
Кăларса хурас.
Пархатарлă ĕçсене
Хампала илес.
Усалли панисене
Тусанпа витес.
Пулнине те иртнине
Тишкĕрсе пăхас.
Хуринчен-çке шуррине
Уйăрса хурас.
Сывлăша кăштах кăна
Çавăрса ярас.
Çĕклесе кутамккана
Малалла утас.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 23