Предыдущая публикация
Александр Пластков çуран çÿрекен турист. Вăл хăйĕн çинче «6 çынна алă пани» теорие («Елки» кинофильмран) тĕрĕслет. Александр ăна «6 чашăк кофе теорийĕ» тесе ят панă. Вăл 230 ытла хулара, поселокра пулнă ĕнтĕ.
«Эпĕ – интроверт, çынсемпе калаçма пачах юратман. Пушă вăхăта компьютер умĕнче ирттереттĕм. Хамăн пурнăçăма улăштарас тĕллевпе виçĕ çул каялла çул çÿреве тухрăм. Савни шыратăп тесе шÿтле-шÿтлех юратăвăма тупрăм», – каласа пачĕ турист.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев