Предыдущая публикация
Ку ҫулла республикӑра "Ҫил терапийӗ. Мари Эл - Чӑваш Ен" проект (Президент гранчӗсен фончӗн ҫӗнтерӳҫи) пурнӑҫланать. Вӑл хавшак сывлӑхлӑ тата сусӑр ачасене инклюзивлӑ парӑс спорчӗ тата туризм пулӑшнипе реабилитаци тухма май парать. Проектпа килӗшӳллӗн, Раҫҫейре кӑларнӑ "Яркат" вӗрсе хӑпартмалли парӑс катамаранпа ҫӳреме вӗрентмешкӗн ӑсталӑх класӗсем иртеҫҫӗ.
✔️Спорт министрӗ Василий Петров палӑртнӑ тӑрӑх, паянхи кун проекта ятарлӑ ҫар операцийӗнчен таврӑнса реабилитаци тухакансем те хутшӑнаҫҫӗ.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев