Предыдущая публикация
«Пилеш куççулĕ» ятлăскер ҫак кунсенче Чăваш кĕнеке издательствинче пичетленсе тухнӑ.
Кĕнекене пурĕ вун тăватă калав кĕнĕ. Автор кашни сăнар валли йывăр тĕрĕслев хатĕрленĕ, çавăнпа та кăларăмри сюжетсем асра юлаççĕ, шухăша яраççĕ.
Çыравçăн чĕлхи пуян та илемлĕ. Чи пахи – Елена Аксупи сăнарĕсем кирек епле йывăрлăха лексен те чунĕпе ырă юлаççĕ.
🤔Елена Аксупи (Елена Геннадиевна Алексеева) 1973 çулхи кăрлачăн 28-мĕшĕнче Тутарстан Республикинчи Аксу районĕнчи Беловка ялĕнче çуралнă. Чĕмпĕр облаçĕнчи чăвашсем валли тухса тăракан «Канаш» хаçатра пай пуçлăхĕнче вăй хурать.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев