Виталий Петрович хӑйӗн пурнӑҫӗн тӗрлӗ тапхӑрӗпе, ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарчӗ.
🎨"Эпӗ пултаруллӑ ҫын пулса ҫуралман. Эпӗ 11 ҫул вӗреннӗ, ӳнер ӗҫӗпе 50 ҫул ытла ӗҫлетӗп".
🎨"Мана ҫак тӗнчене ҫуратма эпӗ заявлени ҫырман. Пирӗшти мана питӗ телейлӗ пурнӑҫ парнелерӗ".
🎨"Мана халь ура ҫинче тӑма йывӑр, вырӑн ҫинче выртсан пӗтӗм шӑм-шак ыратать, алла кисточкӑна тытсан вара сывӑ ҫын пекех пулса кайса иртен пуҫласа каҫччен ӳкерме пултаратӑп".
🤔Пӗлме:
Праски Витти (Виталий Петрович Петров) 1936-мӗш ҫулхи авӑн уйӑхӗн 17-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Вӑл РСФСР тава тивӗҫлӗ ӳнерҫи, Чӑваш Ен халӑх ӳнерҫи тата йышлӑ наградӑсемпе премисене тивӗҫлӗ пултаруллӑ чӑваш халӑх ҫынни. Тӗнчери тӗрлӗ ҫӗршывсенче хӑйӗн ӗҫӗсен куравне йӗркелекенскере ют халӑх ҫыннисем те хисеплеҫҫӗ.
🎥Видео авторӗ: Константин Доброхотов
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев