"Малая Родина".
Мана "малая Родина" тени пӗрре те килӗшмест! Эсӗ ҫуралнӑ, пӗрремӗш сӑмах каланӑ, утма вӗреннӗ атте - анне килӗ те малый - ши? Эсӗ ҫара уран чупнӑ урам, сана ӳстернӗ чи ҫывӑх ял, куҫ илейми хитре тавралӑх та малыйсем-ши? Ытти тӗнче, паллах, пысӑкрах, анчах пурте пӗчӗккинчен тытӑнать - тӑван килтен, йӑваран... Ҫак "пӗчӗкки" - чи ӑшши, юратни, чи савни, чи тӑванни, чи манайми. Ман шутпа, унран пысӑкки те ҫук, ӑна "малый" сӑмахпа виҫме чӗлхе те ҫаврӑнмасть, вӑл "самая большая Родина" кӑна пулма пултарать. "Малая Родина" ҫынсен чӑн - чӑн Тӑван ҫӗршывне, ҫуралса ӳснӗ вырӑнне, чи аслине пӗчӗклетес, йӳнетес тӗллевпе шутласа кӑларнӑ япала ҫеҫ. Вӗсен шучӗпе Чӑвашьен, Тутарстан "малый Родинӑсем" кӑна иккен, вӗсем ҫинчен шухӑшласа, хуйхӑрса та тӑмалла мар. Вара инҫетри курман, пулман, чуна, ӑша кӗмен вӗҫӗхӗррисӗр Раҫҫей ҫӗрӗсем ҫинчен, Мускав ҫинчен кӑна ӑшаланса лармалла, чунна ҫунтармалла, куҫҫуль юхтармалла, иккен... "Ку "большая Родина", чи хакли, пуринчен малтан пулмалли - кӑларса пӑрах пуҫӑнтан "малый Родинуна!" - чӗнеҫҫӗ пире. Аха, сирӗн хыҫҫӑн ман сикмелле, тет...Ҫук, маншӑн ҫак Ҫуттӗнчере чи асли, чи пысӑкки пӗр вырӑн кӑна - вӑл эпӗ ҫуралнӑ вырӑн, тӑрӑх, вӑл "малая Родина" мар, вӑл "самая большая Родина", манӑн пӗртенпӗр Тӑван Ҫӗршывӑм!
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Нет комментариев