Чӑваш мӗнле?..
Ӗлӗк хамӑрӑн тӑван чӗлхепе йӗркеллӗрех пулнӑ. Чӑваш ҫынни тепӗр чӑваш ҫыннипе чӑвашлах калаҫнӑ, ашшӗ - амӑшӗн чӗлхине хисепленӗ. Кам ялта вырӑс чӗлхипе вӗҫкӗнме пуҫланисене хӑвӑрт вырӑнне лартнӑ, хӑш чух лектерсе те илнӗ. Кӑшт пӑскӑртса илсенех ҫав ҫын чӑваш чӗлхине астуса илнӗ, лайӑхах калаҫма тытӑннӑ.
Анчах халь илтеп: пирӗн ялсенче те халь ҫынсем пӑсӑлма пуҫланӑ - хамӑр тӑван чӗлхе ҫине сурма пуҫланӑ. Чӑваш атте - аннерен ҫуралнӑ, чӑваш чӗлхипе калаҫса ӳснисемех хулара, ют ҫӗрте кӑшт пурӑнсах чӑваш чӗлхине маннӑ, имӗш. Кашӑк тытма манман, тет - ха, астӑваҫҫӗ тет. Емелькинӑра Ильин Ваня (Петя Вани), Ҫӗмӗртлере Николаев Женя (Мӑрса Женьки) ашшӗ - амӑшӗнчен чӑваш пулса ҫуралса халь вырӑса тухнӑ, тет... Тата пур-ха ун пеккисем, каласа пачӗҫ те-ха. Намӑс мар - и сире, тытӑр ӗнтӗ хусамӑра ҫын пек, сире пуҫран лаша тапман вӗт, ҫӳлтен кирпӗчӗ те ӳкмен... Пурнӑҫа йӗркеллӗ пурӑнса иртермелле, упӑтӗне ҫаврӑнмалла мар. Эпир те вырӑсла пӗлетпӗр, пире вырӑсла вӗрентмелле мар. Эпӗ, хам ялтан 46 ҫул каялла тухса кайса пӗрре те атте - анне чӗлхине манмарӑм, унтан вӑтанмарӑм. Ӑҫта кӑна пулман, пӗтӗм ҫӗрте хама чӑваш пек тытнӑ. "Вырӑс" пулса тӑни мӗн парать - нимӗн те памасть! Ун пек хӑна тытни - вӑл хӑвӑнтан - ху, тӑванусенчен, тӑван халӑхӑнтан хӑраса пурӑнниех... Кам вырӑсне, е тутара эсӗ кирлӗ - никама та! Мӗнте пулин сиксе тухсанах яла чупса пыраҫҫӗ, чӑваш кирлӗ пулса каять. "Вырӑс" пулса тӑнипе ҫӳлтен пӗр ылтӑн татӑкӗ те, пӗр пӗремӗк те ӳкмест, вырӑс та нушапа пурӑнакан халӑх. Пулмалла ху кам пулса ҫуралнӑ пек, Турӑ, атте - анне панӑ пек - ытти ҫынсем, халӑхсем те ҫапла пурӑнаҫҫӗ, ку ӗмӗртен пырать.
Ҫынсем ҫакӑн пек упӑтеленнине тахҫанах сивленӗ, юратман, халь те юратмаҫҫӗ. Акӑ хамӑр кӳршӗри ялта ҫуралса ӳснӗ, халь Ленигорск хулинче пурӑнакан, Тутарстанра, чӑваш хушшинче паллӑ музыкант Садовников Гена - тете ҫакӑн пек этемсене питлесе мӗнле калав ҫырса кӑларнӑ! Ман шутпа, пирӗн Емелькинӑ ҫынни ҫинчен, камне те чухлап...
ЕНТЕШСЕМ. Калав.
Хĕллехи пӗр сивӗ кун, кăнтăрла иртсен, Чистай--Аксу автобусӗнчен Хӗрлӗ Шура каякан ҫул юппинче анса юлтӑм. Ҫул айккинче пӗр шукăль тӑхӑннӑ каччӑ машинӑсене сасăлама кĕтсе "ташлакаласа" тӑрать, ҫумӗнче тем пысăкăш чӑматан...Ҫывӑхарах пырсан пӑхатӑп та, ак тамаша! Ку ман ентеш,Тукасри вӗҫкӗн Ваҫҫа ывӑлӗ Мишша пулчĕ кайрӗ, хуларан килет. Палласа илсен эпӗ тӳрех: "Салам! Мĕнле ӗҫсем, ентеш?"- тесе чӗнтӗм. --Траствуй - мĕншĕнтӗр вырӑсла хуравлать вăл мана.-- Мӗн эсӗ, хамӑрӑннисене паллаймарӑн-им элле? --Ты откута ечешь? - тет каллех вырӑсла. Во парать ентеш, икӗ ҫул Ҫырчаллинче пурăнса тăван чĕлхене йăлтах манса кайнӑ-ши вара?! Халĕ ӗнтӗ эпир иккӗн кĕтсе тӑратпӑр хамăр еннелле каякан транспорта. Хӗлле вӗт-ха, ҫитменнине сивӗ, каҫ еннелле сулӑнсан тӑман вӗҫтерме тытӑнчӗ тата...Хутран-ситрен кăна пӗр-ик сăмах чĕнсе илетпӗр: вăл вырӑсла, эпӗ чăвашла. Хальлӗхе пирĕн еннелле нимĕнле транспорт та пӑрӑнса кĕни курӑнмасть-ха, ушкăн машина, калаҫса килĕшнĕ пекех, вӑшт кăна Аксупа Нурлат,Чистай еннелле вӗҫтерсе иртсе каять. --Мĕнле япала вара ку сан?--калаҫма хистенĕ май ыйтатӑп Мишшаран, - чӑматану ытла пысăк, йывăр пуль унпа ҫӳреме? --Не чемотан это, кардивон. --Аккордеон?!--тӗлӗннине пытараймасӑр кӑшкӑрсах ятӑм эпӗ,--кӑтарт-ха уçса! Ман ентеш хыпаланмасӑр кăна кӗсйинчен ҫӑра уҫҫи кăларса футляра уçать. --Вӑт ку япала-тӑк япала! --шӑхӑрсах ятӑм эпӗ, аккордеон перламутрпа ҫунсах тăрать вӗт, тытса пӑхмах хистет.Виҫҫӗмӗш ҫулташ тупăннă пекех туйӑнса кайрӗ ҫакӑн хыҫҫӑн. Эпӗ каллех шӑл йĕрсе Мишшӑна тӑрӑнтӑм:--Вӑл мӗн, хăех вылять-им елле?--Кто хосяин,тот играть путет.--А кам ****?-ыйтрӑм эпӗ.--Задалбал ты своим прастотой, кто везет, тот и хозяйн. Во парать ентеш!--Выляса кӑтарт-ха, шанмастӑп сана! --Чиво зря клапана эксплатировать, эта тебе не сывисток наверно. Ему аудитори нушен, климатизаци. --Мӗн, мӗн кирлĕ? --Климатизаци, температура теплай, тундра! Эпӗ ахӑлтатсах кулса этом, вот сана ентеш, тата тепĕр ҫул хулара пурăнсан пире тăлмач кирлĕ пулӗччӗ кун...Нумай пулмасть кӑна-ха, икӗ ҫул каялла пӗр класа ҫӳреттӗмӗр Мишшапа, пӗр хорта юрлаттӑмӑр. Пире иксӗмӗре те ҫак хортан кăларса янине питё лайăх астӑватӑп. Хӑш чух Мишша дирижертан малтан пуçласа яратчӗ, хӑш чух эпӗ "ҫиччӗмӗш сутка" иртсен пуçласа яраттӑмччӗ. Ун пек чух пирĕн пеккисене "медведь на ухо наступил" теҫҫӗ. "Эй! Сан музыкусӑрах киле ҫитекенчӗ-ха эпӗ"- тесе шутласа илтĕм те таплаттартӑм ял еннелле. Пӑртак утсан хыçалтан кӑшкӑрнӑ сасă илтӗнсе кайрӗ: "Эй Гена! Чарӑн-ха!" Ҫаврӑнса пӑхрӑм та...ентеш чӑматанне ҫурӑмӗ ҫине те хума хăтланса пӑхать, пуҫӗ ҫине хума та тăрмашать, анчах ниепле те мĕнле йӑтмаллин майне тупаймасть. Эпӗ итлесе тӑмасӑрах малалла чавтартӑм. --Гена!--кӑшкӑрать Мишша.--Тӑхта-ха, пĕрле кайӑпӑр! Илтместӗн-и епле!Чарӑн-ха!--илтĕнет Мишшан чĕтрекен сасси.--Илтетӗп,
илтетӗп,
хăваласа ҫит мана -- кӑшкӑрса ятӑм эпӗ икӗ аллаппине те ҫӑвар патне рупор пек тытса. Ҫавах та ачана шалккӑ пулса кайрӗ, ҫитменнине тата хамăн ята та чиперех аса илчӗ вӗт, чунилли, чăвашла та лайăхах калаçма тытӑнчӗ. Кӗтсе тӑмах тиврĕ вара ентеше. Мишша аран-аран ман ума лӗпӗстетсе ҫитрӗ те "лап" хучӗ аккордеонне ҫул ҫине. --Атя пăртак канса илӗпӗр те шутлӑпӑр, сан кардивонна мĕнле йӑтса каймаллине! - персе ятӑм эпӗ. Ҫавӑнтах ҫул хĕрринче выртакан вӑрӑм патака илсе футлярӑн тытмалли ункинчен кĕртсе ятӑм. Вара иксӗмӗр те патак вӗҫӗсене хулпуҫҫисем ҫине хурса тăван ял еннелле утрӑмӑр.
Геннадий Садовников.
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Комментарии 3