ЭПӖ ЭКСПЕРТ КАНАШӖН ЕРТӲҪИ ПУЛТӐМ.
Кăçалхи регионсен шайӗнчи чӑвашла пӑхмасӑр Ҫеҫпӗл Мишшин хайлавӗсене е Ҫеҫпӗл Мишшине халалласа хӑйсем ҫырнӑ хайлавсене илемлӗ вулакансен "#Поэзичечекӗ" конкурсĕ питĕ çÿллĕ шайра иртрĕ. Ачасем те, аслисем те чунĕсемпе Поэтăн кашни сăмахне туйса вулани палăрчĕ. Экспертсене 1-мĕш тапхăрта та чи пултаруллисене суйласа илме çăмăлах пулмарĕ. 2-мĕш тапхăрта вара сăвă вулакансен ăмăртăвĕ çав тери хĕрÿ иртрĕ. Экспертсем çакăн пек хакларĕç:
Шкул çулне çитменнисен хушшинче Çеçпĕл Мишши сăввисене чаплă вуласа çак вырăнсене тивĕçрĕç :
Ефим Лиллин - 1 вырăн,
Максим Леонтьев - 3 вырăн,
Ангелина Малеева - 3 вырăн.
Шкул ачисем Çеçпĕл Мишши сăввисене питĕ хĕрÿ вуларĕç. Пурте çав тери пултаруллă пулин те, экспертсем вĕсен пултарулăхне çакăн пек палăртрĕç :
Иван Савельев - Гран-При
Анна Жидова - 1 вырăн
Алена Егорова - 1 вырăн
Зинаида Катерова - 1 вырăн
Анна Степанова - 1 вырăн
Наталья Прокопьева - 1 вырăн
Семен Семенов - 1 вырăн
Арсентий Иванов - 1 вырăн
Сергей Григорьев - 2 вырăн
Юлия Ермакова - 2 вырăн
Анна Красильникова - 2 вырăн
Варвара Михайлова - 3 вырăн
Иван Углев - 3 вырăн
Шкул ачисенчен Виктория Леонтьева хăй çырнă "Пирĕн Çеçпĕл" сăввине каланă чухне кашни сăмахĕн тĕшшине туйса чунĕ витĕр кăларчĕ, 1 вырăна тивĕçрĕ.
Пурне те саламлатпăр! Таймапуç ашшĕ-амăшне, вĕрентекенсене Çеçпĕл сăввисене ăнланса вулама хăнăхтарса çитернĕшĕн! Сирĕн малашне те ăнăçу çулĕ такăр пултăр!
Конкурса хутшăннисене хавхалантармашкăн Юрий Зорин, "Дент-а-мед" клиникăн тĕп тухтăрĕ, тата Татьяна Брик предприниматель парнесемпе тивĕçтерчĕç.
Фоторепортаж: https://disk.yandex.ru/d/8fz4Krkx9ov3sw
Присоединяйтесь к ОК, чтобы посмотреть больше фото, видео и найти новых друзей.
Нет комментариев