Предыдущая публикация
(Юрлаканĕсем Александр Васильев тата Александр Арсентьев)
Хут купăса тытам-и
Кун ҫул юрри пуҫлам-и?
Мĕн пур тăванăм тăтăр савăнса
Хут купăса тăсам-и
Ҫĕн кун юрри пуҫлам-и?
Тавра яш-кĕрĕм тăтăр ал ҫупса!
Хушса юрламалли:
Чие ҫеҫкине ҫурсассăн
Хĕвел ăшшине туйсассăн
Ҫырли пиҫĕ тата тутлăрах
Тăван тăван савсассăн
Пĕрне пĕри ыр сунсан
Пурнăҫ пулĕ тата лайăхрах
Вăй картине тухар-и?
Юрла-юрла ташлар-и?
Чĕресенче хĕмлентĕр вут-кăвар
Кĕрекене ларар-и?
Ыталанса юрлар-и?
Ялан пирте упрантăр вăй-хăват
Присоединяйтесь к ОК, чтобы подписаться на группу и комментировать публикации.
Комментарии 5